13 ноября 2012 г.
Пилĕкрен çыхса кĕрешесси вăй илсех пырать пирĕн республикăпа унăн тулашĕнче. Çапла Елчĕк районĕнче октябрь вĕçĕнче çак енĕпе харăсах икĕ ăмăрту – Афганра çапăçнă “Хĕрлĕ Çăлтăр” орденĕн кавалерне А.М.Патшина асăнса турнир тата Чăваш Республикинчи “Урожай” физкультурăпа спорт обществин чемпионачĕ иртрĕç.
Çак ăмăртусен тĕллевĕсемпе задачисем пурне те çывăх: вĕсем А.М.Патшина ĕмĕрлĕхе халăх асĕнче хăварасси, “Кĕрешÿ” наци кĕрешĕвĕн сумне сарасси, çамрăксене патриотла воспитани парасси, çар службине хатĕрлесси, çĕр-шыв шайĕнчи ăмăртусене хутшăнма чи пултаруллă спортсменсене суйласа илесси, сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси.
Ăмăртусем Елчĕкри физкультурăпа спорт комплексĕнче иртрĕç. Сывлăхĕсене тĕрĕслеттернĕ тĕрлĕ ÿсĕмри (1999–2002, 1996–1998, 1995–1993 çулсенчи) спортсменсем тĕрлĕ виçе категорийĕсенче кĕрешрĕç, вăй-халĕпе пултарулăхне кăтартрĕç, пĕрлех ăсталăхне те туптарĕç.
А.М.Патшин призĕсемшĕн пынă кĕрешÿсенче абсолютлă виçе категорийĕнче пирĕн район командинчи Роман Дмитриев (Тăвай шкулĕ, тренерĕ М.Е.Алексеев) 1-мĕш, Евгений Петров (Чутей шкулĕ) 2-мĕш, Алексей Иванов (Енĕш Нăрваш шкулĕ) 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.
“Урожай” физкультурăпа спорт обществăн чемпионатĕнче те лайăх кĕрешрĕç пирĕн район спортсменĕсем. Евгения Гурьева, Наталия Спиридонова, Александра Григорьева (виççĕшĕ те Енĕш Нăрваш шкулĕнчен) пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Алексей Иванов та (Енĕш Нăрваш шкулĕ) абсолютлă виçе категорийĕнче иккĕмĕш пулчĕ. Чăваш ял хуçалăх академийĕн студенчĕн Дмитрий Федоровăн (Енĕш Нăрваш ялĕнчен) – 3-мĕш кăтарту.
Кĕрешÿсен çивĕчлĕхне çакă та кăтартса парать: Елчĕкри ăмăртусене нумай спортсмен – Елчĕк, Патăрьел, Канаш, Тăвай районĕсен, Канаш, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен командисем хутшăнчĕç. Командăсен зачечĕпе Тăвай районĕн команди пĕрремĕш вырăна çĕнсе илме пултарчĕ. Вăл кубокпа диплома тивĕçрĕ.
Пилĕке пиçиххи çыхса “Кĕрешÿ” наци кĕрешĕвĕнче мала тухнисене дипломсемпе призсем, призерсене грамотăсем парса чысланă.
Юлашкинчен манăн А.В.Иванова (”Аксар”) яланхи пекех пирĕн командăшăн спонсор пулнăшăн тата Енĕш Нăрвашри вăтам шкул директорне Г.Ф.Степанована, районти ДЮСШ директорне В.И.Кузнецова ăмăртусене хатĕрленсе кайма тивĕçлĕ пулăшу панăшăн тав сăмахĕ калас килет.
Сăн ÿкерчĕкре: Тăвай районĕн команди (кубок – Евгения Гурьева аллинче. Сулахайран иккĕмĕшĕ – “Урожай” обществăн ĕç тăвакан директорĕ Е.Б.Петрова).
Источник: "Ял ĕçченĕ"