02 ноября 2012 г.
“Сывлăха укçа парса илеймĕн”, – тенĕ халăхра. Кашни çыншăнах чи пысăк тупра – сывлăх. Пепке çут тĕнчене килсенех ăна сывлăх сунаççĕ. Пĕрремĕш кунĕсенченех ачан сывлăхне ашшĕ-амăшĕ, тухтăрсем сăнаççĕ, май килнĕ таран упрама тăрăшаççĕ.
Паллах, ÿт-пÿ кĕрнеклĕ пулни те, ăс-тăн çирĕплĕхĕ те, кăмăл çĕкленÿлĕхĕ те сывлăхпа тачă çыхăннă. Çирĕп сывлăхлă пулас тесен физкультурăпа тата спортпа туслă пулмалла. Физкультура çынна эмелсенчен те лайăх пулăшать.
Сывă çын тĕрлĕ енлĕн аталанма, тăрăшса вĕренме, ĕçлеме, телейлĕ пулма, савăнса пурăнма пултарать. Çавăнпа та пирĕн сывлăха упрама пĕлмелле. “Пуян – пуян мар, сывлăх – пуян. Сывлăхран хакли ним те çук”, – тенине асра тытмалла.
Сывлăхлă пулас тесен, кун йĕркине çирĕп пăхăнмалла: вăхăтра çывăрма выртмалла, вăхăтра тăмалла, пĕр вăхăтра апат çимелле, гигиена йĕркисем çинчен манмалла мар. Компьютер, телевизор умĕнче вăрах ларни сывлăхшăн сиенлĕ. Уçăлса çÿрени вара питĕ кирлĕ.
Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, сигарет тĕтĕмĕ те сывлăша варалать. Апла пулсан, сигарет туртакан çын хăйĕн организмне те, туртман çын организмне те сиен кÿрет. Эрех-сăра сывлăха хавшатать, кун-çула кĕскетет.
Çав вăхăтрах физкультура сывлăха пур енчен те çирĕплетет, ăна упрама пулăшать. Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнче çакна ялан пурнăçласа пыма тăрăшаççĕ. “Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн” акци, оборонăпа массăллă спорт уйăхлăхĕ ирттересси йăлана кĕнĕ. Шкулта тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем, конкурссем йĕркелеççĕ. Эпир кашни ăмăртăва хутшăнатпăр. Калаçу сехечĕсем, уроксенче кану саманчĕсем пулаççĕ, анкетăсем çыртараççĕ. Уроксем хыççăн спорт секцийĕсенче пултарулăха туптатпăр. Учительсемпе ачасем хушшинче футбол, баскетбол, волейбол, теннис вăййисем çулсеренех иртеççĕ. Сывлăха çирĕплетес ĕçсене малашне те куллен туса пырасса шанатпăр.
Пирĕн çемьере пурте спортпа туслă. Атте кашни ир зарядка тăвать, турник çинче туртăнать. Вăл çурран тата йĕлтĕрпе чупма, волейболла, футболла, баскетболла выляма ăста. Анне те волейбола кăмăллать. Шкулта вĕреннĕ чухнех пăшалтан перессипе республикăра, алăсем çине ÿпĕнсе кĕлеткене çĕклессипе районта малтисен шутĕнче пулнă. Пиччерен те ырă тĕслĕх илетĕп. Вăл Канаш хулинчи пушар чаçĕнче аслă инспекторта ĕçлет. Ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар. Пичче шкултанах спортпа туслă. Атте пекех волейболла, футболла вылять. Олеся аппа спорт чи кирли тет. Вăл ял хуçалăх академийĕнче вĕренет, пушă вăхăтра волейболла выляма çÿрет. Эпир çуллен республикăри “Атте, анне тата эпĕ – спортпа туслă çемье” конкурса хутшăнатпăр, малти вырăнсене тухма тăрăшатпăр. “Эрех-сăрапа ан туслашăр, сигарета çăвара ан хыпăр, çын хыççăн ан кайăр, хăвăрăн пуç пулмалла”, – тесе вĕрентеççĕ пире аттепе анне. Пиччепе аппа çак наркăмăшсемпе туслашман, апла пулсан, эпĕ те “симĕс çĕленпе” табак еннелле туртăнмăп. Çирĕп сывлăхлă пулас тесе, эпĕ кашни ир турник çинче туртăнатăп, тĕрлĕ спорт вăййисене хутшăнатăп. Шашкăлла, шахматла, футболла, волейболла, баскетболла выляма уйрăмах кăмăллатăп.
Çыннăн сиенлĕ йăла-йĕрке чури пулмалла мар. Сигарет туртни, эрех-сăра ĕçни, наркотиксемпе усă курни организмшăн сиенлĕ пулнине яланах асра тытмалла. Тĕрĕс, йĕркеллĕ, сывлăхлă пурăнма мĕн ачаран вĕренер. Çухатнă сывлăха укçалла туянма çук. Çыншăн пурнăçри чи пысăк пуянлăх – сывлăх.
Зарядка тăвăр, спортпа туслашăр. Сывлăхлă пулăр!
Источник: "Ял ĕçченĕ"