02 ноября 2012 г.
Сывлăхпа спорт ялан пĕрле çÿреççĕ. Спортпа туслă çын кăна çирĕп сывлăхлă пулма пултарать. Эпĕ çакна яланах асра тытма тăрăшатăп.
Шкулта пирĕн тĕрлĕрен кружоксем, секцисем ĕçлеççĕ. Эпĕ çăмăл атлетика секцине суйласа илтĕм. Тен, спортсменка та пулăп. Ман анне те, аппа та чупассипе малти вырăнсенче пулнă. Вăл кăна мар-ха. Сывлăха çирĕплетесси шкултанах пуçланать. Çавăнпа спорт секцине эпир класĕпех çÿретпĕр.
Хĕлле вара йĕлтĕрпе, çунашкапа ярăнма тухатпăр юлташсемпе. Каç пуличченех тăвайкки якататпăр. Кÿршĕ ачи пире, хĕрачасене, тĕрлĕрен мелпе чупма хăнăхтарать. Тăрăшсах вĕренетпĕр.
Пур çыннăн та спорта юратмалла, унпа туслашмалла, эрех ĕçессинчен, пирус туртассинчен, наркотиксенчен айккинче тăмалла. Яланах сывă пурнăçпа пурăнăр, юлташсем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"