Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енре тăлăхлăх ан пултăр

23 октября 2012 г.

Иртнĕ эрнере пирĕн района “Чăваш Енре тăлăхлăх ан пултăр” автокараван кĕрсе тухрĕ. Асăннă акцие республикăра пурăнакансен тимлĕхне социаллă тăлăхлăхпа çыхăннă ыйтусене уйăрас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Акцие республикăри Вĕрентÿ министерствин психологипе педагогика реабилитацийĕпе коррекци Центрĕн Е.Ю.Степанова ертсе пыракан специалисчĕсем, район администрацийĕн опекăпа попечительство органĕн специалисчĕ С.Н.Соловьева, ачалăх прависем тĕлĕшпе ĕçлекен Т.Д.Игнатьева врач, районти диагностикăпа консультаци центрĕн директорĕ В.И.Белова, райадминистрацин çул çитменнисемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комиссин ответлă секретарĕ И.В.Александрова, ача усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕ, опекунсем (попечительсем), шкулсенчи социаллă педагогсем хутшăннă. Тĕл пулу Тăвайри вăтам шкулта иртнĕ. Шкул директорĕ В.Кириллова хăнасене шкулпа, унта туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарнă. Автокаравана хутшăнакансене Тăвайри ачасен искусство шкулĕн воспитанникĕсем чаплă концертпа савăнтарнă.
Тăлăх ачасене тата ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасене социаллă пулăшупа мĕнле тивĕçтерни çинчен вĕрентÿ пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ С.Соловьева каласа кăтартнă. Паянхи кун районти 18 çемьере усрава илнĕ 25 ача çитĕнет. 37 çемье 49 ачана опекăна илнĕ. Республикăри психологипе педагогика реабилитацийĕпе коррекци центрĕн директорĕ Е.Осипова усрава илнĕ ачасене воспитани парас ĕç уйрăмлăхĕсемпе паллаштарчĕ. Тĕл пулура çавăн пекех директор çумĕ С.Савин, Е.Гаврилова пай заведующийĕ тухса калаçрĕç. Центр педагог-психологĕ И.Андреева тăлăх ачасемпе “Эпир пĕрле!” психологи тренингĕ ирттерчĕ. Ача усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕ, опекунсем Центр специалисчĕсене ыйтусем пачĕç, воспитани ĕçĕнчи пăшăрхантаракан ыйтусемпе канашларĕç. Хăнасем С.Михайлова çемйинче пулчĕç, ачасен пурнăç условийĕсемпе паллашрĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Первоисточник: http://www.smi21.ru/?mode=publication&path=branch,orgs&orgs=19&branch=4®ion=60&publication=1021352&p_date=23.10.2012&date=01.11.2012&p_page=211

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика