Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чутейсем палăрчĕç

16 октября 2012 г.

Иртнĕ канмаллисенче Тăвайри ДЮСШра 1997–1998 çулсенче çуралнă волейболистсем хушшинче районти ăмăртусем пулчĕç.
Мучарсемсĕр пуçне унта пур шкул та хутшăнчĕ. Хĕрачасем хушшинче чутейсем ыттисенчен ăстарах пулчĕç, тăвайсемсĕр пуçне, пурне те “типĕлле” парăнтарчĕç (тренерĕ В.Шамбулин). Командăра Надежда Белкова, Мария Михайлова (тапăнакан лини), Лидия Шоркина (хÿтĕлекен) шанчăклăн вылярĕç. Тăвайсем 2-мĕш, нăрвашсем 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç.
Арçын ачасем хушшинчи ăмăртусем те çивĕч иртрĕç. Чи вăйлисем (тушкилсем, нăрвашсем, тăрмăшсем, пуянкассисем, тăвайсем) шăпа тăрăх пурте пĕр ушкăна лекрĕç. Çавах та финала кăçал республикăри “Шкул волейбол лиги” ăмăртусенче 2-мĕш вырăн йышăннă тушкилсем (тренерĕ – В.Захаров) шăтарса тухрĕç. Финалти тĕл пулăва вĕсем чутейсенчен 2:0 шутпа выляса илчĕç. Çĕнтерÿçĕ команда чысне Дима Григорьев, Денис Жуковский, Женя Камасев, Владик Моряков тата ыттисем хÿтĕлерĕç. 3-мĕш вырăнта – йăнтăрчăсем. Мала тухнисене дипломсемпе тата медальсемпе наградăланă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика