16 октября 2012 г.
Тăвайри краеведени музейĕнче район центрĕнчи шкул 150 çул тултарнине халалланă мероприятисем иртрĕç. Вĕренÿ çурчĕ çинчен калаçусем пулчĕç. Чăвашсене çутта кăларакан И.Яковлев тăрăшнипе тунă ялти шкул çурчĕн макечĕпе паллашрĕç ачасем. Тăвайри хресчене Василий Анисимова 1886 çулта пĕр класлă училище пĕтерни пирки Иван Яковлевич алă пусса панă свидетельствăпа интересленчĕç вĕренекенсем.
Тăвай шкулĕ çинчен унччен пурăннă çынсен аса илĕвĕсем пур музейре.
Халь çĕнĕ шкулта пĕлÿ илекенсем кивĕ вĕренÿ çурчĕ çинчен каласа панине питĕ тимлĕ итлерĕç, музей экспоначĕсемпе паллашрĕç, календарьсен, Д.Кучеров тунă самолетсен, Н.Федорова ĕçĕсен куравĕсемпе савăнса паллашрĕç.
Х Х Х
Эпир, Тăвайри вăтам шкулта 3 “б” класра вĕренекенсем, райцентрти краеведени музейне çитсе куртăмăр. Унта пире класс руководителĕ Татьяна Витальевна Иванова илсе кайрĕ. Музейре курмалли-пĕлмелли питĕ нумай пулчĕ пирĕншĕн. Эпир халь виçĕ хутлă пысăк та ăшă, çутă шкулта вĕренетпĕр. Музейре вара унчченхи шкул çурчĕн макечĕ упранать. Унпа питĕ интересленсе паллашрăмăр. Ĕлĕкхи хура пÿртпе ĕç хатĕрĕсем, тумтирсем, ун чухнехи укçасем, кайăксемпе чĕр чунсен кĕлеткисем, самолет макечĕсем – темĕн те пур музейре. Вĕсене хамăр куçпа курни пире вĕренÿре пулăшĕ.
Тăвайри музейре эпĕ иккĕмĕш хут пулса куртăм. Унччен, 2-мĕш номерлĕ садике çÿренĕ чухне, воспитательсемпе пĕрле пулнăччĕ унта.
Источник: "Ял ĕçченĕ"