16 октября 2012 г.
Çанталăк ăшă та хĕвеллĕ. Çак куна ачасем тахçанах кĕтнĕ. Тăрмăшри вăтам шкулти кĕçĕн классенче вĕренекенсем ял çумĕнчи вăрмана похода çул тытрĕç.
Вăрманта хăйсене мĕнле тытмаллине класс ертÿçисем малтанах тĕплĕн ăнлантарнă. Çул çинче те калаçу çавăн çинчен пычĕ.
Пĕрремĕшсен сăн-пичĕсем уйрăмах савăнăçлă. Пуçласа тухаççĕ-çке-ха ушкăнпа похода. 10 хĕр ачапа 7 арçын ача ларнă кăçал парта хушшине. Е.Н.Матросова учительницăна ыйту хыççăн ыйту параççĕ. Иккĕмĕшсем вара хăйсене самаях пысăк туяççĕ. Пĕлтĕр те килнĕ класспа вăрмана. Н.А.Максимова çут çанталăк пулăмĕсем пирки ăнлантарать. Класра 20 ача. Виççĕмĕшĕнче – 19 вĕренекен. Класс ертÿçи Н.В.Москвина тĕрлĕ çулçăсемпе паллаштарать, ачасенчен вăрманта ÿсекен йывăçсем çинчен ыйтса пĕлет. Маттур! Пурте ыйтусем çине тĕрĕс хуравларĕç.
Тăваттăмĕшсем вара – чи аслисем. Пĕрремĕшсемшĕн чăн-чăн вожатăйсемех пулчĕç: вăйăсем, ăмăртусем ирттерчĕç тата вĕсене асăрхасах тăчĕç. З.А.Андреева вĕрентекен пирĕн тăрăхра мĕнле чĕр-чунсем пурăннине каласа пачĕ.
Кĕрхи вăрман çимĕçсенчен пуян. Акă, Анжелика Васильева чи малтан сĕлĕ кăмпи тупнă. Уплюнкка та чылай тухнă. Ку енĕпе ачасене кăсăклантаракан ыйту çине Елена Николаевна хуравларĕ.
“Кăмпана пысăккисемпе çеç каймалла. Пĕлменнисене татмалла мар, мĕншĕн тесен кăмпасем çимеллисем тата çиме юрăхсăррисем пулаççĕ. Наркăмăшланса çынсем вилнисем те пулнă”, – терĕ вĕрентекен.
Çут çанталăкăн пĕчĕк тусĕсемшĕн пурте интереслĕ. Сăнаççĕ, тĕпчеççĕ вĕсем. Тĕлĕнмелли çакă та пулчĕ. Тăваттăмĕш класри арçын ачасем вилнĕ хура çĕлен тупнă. Тăршшĕ 30-35 см пулĕ, сивĕ те хытă хуппăллă, хăй сивĕнсе те ĕлкĕреймен. Кăçал чылай çын çĕлен курнине калать. Хăш-пĕр ялсенче кил картисемпе пахчасенче те пур, теççĕ. Хăюллăраххисем тытсах пăхрĕç.
“Çĕлен сăхни инкек патне илсе пыма пултарать. Вăрмана кайсан хамăр утакан сукмака лайăх сăнамалла, çĕлен курсан айккинелле пăрăнмалла, ăна вăрçтармалла мар”, – ăнлантарчĕç класс ертÿçисем.
Питĕ килĕшрĕ ачасене походра. Сывлăш уçă, таса. Илсе килнĕ апат-çимĕçĕ те халичченхинчен тутлăрах пек туйăнчĕ. Пĕрле выляни, савăнни, сăнама хăнăхни питех те пĕлтерĕшлĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"