Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турнир çивĕч иртрĕ

09 октября 2012 г.

Ĕлĕк-авалтанпах спорт ăмăртăвĕсем ăшпиллĕхпе, чун-чĕре çирĕплĕхĕпе, чăн-чăн туслăхпа тата таса тупăшупа палăрса тăнă, çынсене пурнăç хаваслăхĕ, ырă кăмăл-туйăм, вăй-хăват парнеленĕ.
Пилĕке çыхса кĕрешесси те – ĕмĕртен пыракан йăла-йĕрке. Раççейре унашкал кĕрешесси сарăлсах пырать, пысăк турнирсем пухать. “Кĕрешÿ” федерацийĕ те çак ырă йĕркене, наци кĕрешĕвне сарассипе нумай ĕç тăвать.
Акă сентябрь вĕçĕнче те Самара облаçĕнчи Шентала ялĕнче (вăл район центрĕ) пилĕке çыхса кĕрешессипе Раççей генералĕсен – пĕр тăван В.А. тата Н.А.Сидоровсен призĕшĕн Пĕтĕм Раççейри регионсем хушшинчи турнир иртрĕ. Унта Самарăпа Ульяновск облаçĕсенчен, Чăваш Енпе Тутарстанран тата Пушкăртстанран пурĕ 120 ытла спортсмен-кĕрешÿçĕ хутшăнчĕ. Вĕсем Шентала ялĕнчи вăтам шкулăн спорт залĕнче тупăшрĕç. Чăваш Ен командинче Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Енĕш Нăрвашри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти тата Тăвайпа (иккĕн) Чутей (пĕрре) шкулĕсенчи кĕрешÿçĕсем пулчĕç. Вирлĕ пычĕ ăмăрту, никам та çăмăллăнах парăнасшăн пулмарĕ. Çапах та тутарсем пуринчен те маттуртарах кĕрешрĕç, вĕсен команди пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Самара облаçĕн спортсменĕсем – иккĕмĕш. Чăваш Ен спортсменĕсем хальхинче виççĕмĕш пулчĕç. Пирĕн районтан хутшăннисем те хăйсен “шăртне” кăтартрĕç. Енĕш Нăрвашри Гаврил Зеленов 60 килограмлă виçе категорийĕнче (хăй 49, 5 килограмм йывăрăш çеç пулсан та) пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Алексей Иванов (Енĕш Нăрваш, 11 кл.), Василий Данилов (Енĕш Нăрваш, 8 кл.), Роман Димитриев (Тăвай, 10 кл.), Евгений Петров (Чутей, 8 кл.) харпăр хăй виçе категорийĕсенче аван кĕрешрĕç, çурма финала тухрĕç, тăваттăмĕш вырăна тивĕçрĕç. Вĕсем пиçиххи çыхса кĕрешес ăсталăха ÿстерсех пырасса шанас килет. Вĕсен талант та, ÿсĕмĕсем те пур. Çĕнтерÿçĕсене медальсемпе, дипломсемпе наградăланă, призсем панă.
Турнира кайса килме халичченхи пекех Шупашкарти “ТУС” строительство компанийĕн гендиректорĕ Ф.Н. Угаслов автобуспа тивĕçтерсе, пирĕн ентеш, “Аксар” студи ертÿçи А.В.Иванов спонсор пулса пулăшрĕç. Республикăн сборнăй командине турнира “Кĕрешÿ” федерацийĕн президенчĕ В.П.Васильев илсе кайса килчĕ. Вĕсем спортăн çак тĕсне – пилĕкрен пиçиххи çыхса кĕрешессине аталантарма чăннипех те нумай тимлĕх хураççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика