09 октября 2012 г.
Нумаях пулмасть ЧР Министрсен Кабинечĕ “Чăваш Республикинчи 2013–2020 çулсенчи чĕлхесем çинчен” тĕллевлĕ программа йышăннă.
Чăваш Енре пуçламăш классенче предметсене тăван чĕлхепе сахалрах та сахалрах пĕлÿ панине, хăш-пĕр яллă районсенче вара чăваш чĕлхине предмет шучĕпе кăна вĕрентнине пÿлме тивĕç ку документ.
Республикăра патшалăх чĕлхисене аталантарма нормативлă право базине туса хунă-ха. Пур вĕрентÿ учрежденийĕсенче те чăваш чĕлхи вĕрентеççĕ. Тăван чĕлхепе вĕренмелли тата илемлĕ литература кĕнекисем кăлараççĕ. Чăвашлăха аталантарас тесе тата нумай ĕç тăваççĕ республикăра. “Пирĕн культура вăл, пуринчен ытла чĕлхе те”, – тет Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев. Вăл чăвашла пĕлекен министрсене, тăван чĕлхепе калаçса, ыттисене тĕслĕх кăтартма сĕнет.
Чăвашлăха аталантарассишĕн хăй тÿпине хывас тĕллевпе “Ял ĕçченĕ” хаçат редакцийĕн журналисчĕ иртнĕ ытлари кун Тăрмăшри вăтам шкулта пулчĕ. Кунта чăваш чĕлхипе литературине 1976 çултанпа Зинаида Николаевна Григорьева учительница пĕлÿ парать. Унăн педагогикăри ăсталăхĕпе çывăх паллашма тÿр килнĕ çак йĕркесен авторĕн. Кашни урока тĕплĕ хатĕрленетчĕ эпир ача чухне те З.Григорьева. Тивĕçлĕ канăва кайнă пулин те, хăйĕн юратнă ĕçĕпе уйрăлма васкамасть-ха. “Ĕмĕрĕме тăван чĕлхешĕн тăрăшса ирттертĕм. Уроксенче чăвашлăхшăн калаçнипе кăна çырлахмастпăр эпир. Шкулти, районти, республикăри олимпиадăсене хутшăнатпăр. Чăвашла сăвă, калав çыракансен ăмăртăвĕсенчен те айккинче юлмастпăр. Тĕрлĕ проектсем хатĕрлетпĕр. Малти вырăнсене те йышăнатпăр. Ачасем чăвашла калаçнине илтсен, чунăм савăнать вара. Шкулта 37 çул пĕлÿ парса чăвашлăхăн никĕсне çирĕплетме пулăшрăм пулĕ тесе шухăшлатăп. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче 22 сехет панă чăваш чĕлхине, литературине вĕрентме. Эпир пулнă, пур, пулатпăр малашне те. Чăваш чĕлхин тымарĕ çирĕпленсех пырасса шанатăп эпĕ”, – пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне иккĕмĕш урок пуçланас умĕн Тăрмăшри вăтам шкулти З.Григорьева учительница.
“Юпа уйăхĕн иккĕмĕшĕ. Класри ĕç. Текст”, – тесе çырса хунă доска çине.
Шăнкăрав янăрарĕ. Класа пиллĕкĕмĕшсем кĕчĕç.
–Сывлăх сунатăп сире. Ларăр. Килти ĕçе пăхса тухăпăр пĕрле. Текст çырмаллаччĕ сирĕн, – илтĕнме пуçларĕ уççăн вĕрентекен сасси.
Хамăра темиçе çул каялла вăл вĕрентнине куç умне кăларатăп та, савăнатăп. Сăпайлă, таса чăвашла калаçать Зинаида Николаевна халĕ те.
–Шухăшĕ енчен пĕр-пĕринпе çыхăннă предложенисен ушкăнĕ текст пулать, – тесе хуравларĕ арçын ача.
Вĕренекенсем пĕрин хыççăн тепри хăйсем çырса килнĕ текста вуласа пачĕç. Тăрăшнă ачасем, килти ĕçе пурнăçланă.
З.Григорьева учительница ачасен ĕçĕсемпе паллашнă май йăнăшĕсене асăрхаттарса пычĕ. Пĕри текст ятне çырма маннă, теприн ĕçĕ ăнлавсăр пулса тухнă, виççĕмĕшĕ сăнлав пирки манса кайнă. Текстра предложенисен пĕрешкел сăмахпа пуçланмалла е вĕçленмелле мар иккен, пĕр пек сăмахсем тăтăшах тĕл пулмалла мар.
Чăваш чĕлхи кĕнекери ÿкерчĕк тăрăх самантрах текст хайларĕç кайран пиллĕкĕмĕшсем пурте пĕрле.
–Еплерех тăрăшаççĕ. Чăвашла калаçаççĕ. Тăван чĕлхе çулне çак çитĕнекен ачасемпе пĕрле çирĕплетсех пырăпăр-ха малашне, – вĕçрĕ пуçра шухăш тимлĕ итленĕ май.
–Лайăх текст çырма мехел çитернисене “5” паллăпа хаклатăп. Килте тепĕр ÿкерчĕк тăрăх текст çырса килĕр, – терĕ Зинаида Николаевна ачасене тăхтава тухма ирĕк парса. Хăш-пĕрисен дневникĕ çине тепĕр “5” паллă хушăнчĕ çапла. Кĕçех шăнкăрав янăрарĕ, 45 минут сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ.
Виççĕмĕш урока чăваш чĕлхипе литератури кабинетне вуннăмĕш класра вĕренекенсем пухăнчĕç. Вĕсемпе “Ял ĕçченĕ” хаçат журналисчĕ А.Никитина калаçрĕ. Альбина Александровна каччăсемпе хĕрсене сывлăх сунчĕ, хăйĕнпе паллаштарчĕ. Вырăнти пичет изданийĕн историйĕпе, халь епле ĕçленипе кĕскен паллаштарчĕ, журналист профессийĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Хаçат-журнал, кĕнеке, компьютер оборудованийĕ пĕлĕве ÿстерме мĕнле пулăшни çинчен ыйтса пĕлчĕ унтан. Шкултан вĕренсе тухсан ачасен тăван чĕлхепе туслăх епле пуласси пирки кăсăкланчĕ. Вĕренекенсен ыйтăвĕсем çине те хуравларĕ хаçатçă.
Хăйĕн тĕп ĕçне тивĕçлĕ туса пыма тăрăшнисĕр пуçне А.Никитина илемлĕ литературăпа интересленет иккен, чунĕнчи хăш-пĕр йĕркесене шурă хут çине куçарать. Пичетре 27 çул ĕçленĕ май Альбина Александровнан кăçал иккĕмĕш кĕнеки кун çути курчĕ. Ăна автор “Хура çăл патĕнче” ят панă. Тăрмăшри вăтам шкулта вуннăмĕш класра вĕренекенсене вăл хăйĕн çĕнĕ кĕнеки çинчен каласа кăтартрĕ. Каччăсемпе хĕрсем ăна тимлĕ итлерĕç. “Ялта çуралса ÿснĕ ачасен, кирек ăçта кайсан та, чăвашла калаçма пăрахмалла мар, тăван чĕлхепе çырнă кĕнекесене вулама вăхăт тупмалла. Республикăра пурăнакан чăвашсем пурте пĕрле тăрăшсан, тăван чĕлхен чапĕ пирĕн чĕресенче яланлăха упранĕ. Малашлăхра чăваш чĕлхи чăннипех чĕрĕлĕ, тата илемлĕрех илтĕнме пуçлĕ”, – тесе вĕçлерĕ журналист хăйĕн калаçăвне. Юлашкинчен А.Никитина ыйтăм йĕркелерĕ, тĕрĕс хуравланисене пĕчĕк парнесемпе хавхалантарчĕ, библиотекăна хăйĕн çĕнĕ кĕнекине парса хăварчĕ. Хăнана чĕннĕшĕн тав тума та манмарĕ, вуннăмĕшсене лайăх вĕренме сунчĕ. Кĕçех шăнкăрав янăрарĕ. Ачасем саланма васкамарĕç, “Ял ĕçченĕ” хаçат редакцийĕнче ĕçлекене тата килме сĕнчĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"