05 октября 2012 г.
Тăрмăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Пĕтĕм тĕнчери Ватă çынсен кунне халалланă уяв иртрĕ. Аслă ăрурисене çамрăксем ăшшăн кĕтсе илчĕç.
11 класра вĕренекенсем ятарлă презентаци хатĕрленĕ. Ватăсем, ăна пăхса, иртнĕ самантсене аса илчĕç, вĕренекенсене тав турĕç.
Чи малтан шкул директорĕ С.В.Николаева сăмах илчĕ. Вăл уяв ячĕпе ватăсене саламларĕ.
Ял тăрăхăн пуçлăхĕ В.В.Разин, “Раççейри пенсионерсен союзĕ” ОООн Тăрмăшри уйрăмĕн председателĕ Г.Н.Павлов пухăннисене вăрăм кун-çул, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Григорий Николаевич ял тăрăхĕнче 80 çултан иртнĕ 34 хĕр арăм, 11 арçын пурăннине пĕлтерчĕ.
Владимир Валерьянович 6 çул хушшинчи ÿсĕмсемпе паллаштарчĕ. Ватă çынсен сĕнĕвĕсене пурнăçлама пулчĕ.
Концерт савăнăçлă иртрĕ. Программăна 7-мĕш класра вĕренекенсем пуçларĕç. Вĕсем юрланă “Ах, асатте”, “Асаннеçĕм, асанне” юрăсем куракансене питĕ килĕшрĕç, чылайччен алă çупрĕç вĕсем. Надежда Семенова, Мира Шакина, Настя Симушкина, Катя Семенова, Кристина Васильева юрланă юрăсем те аван пулчĕç.
Концерта 11 класра вĕренекенсем Кристина Ивановапа Александра Прокопьева ертсе пычĕç.
Юлашкинчен ватăсене столовăйĕнче тутлă апат-çимĕçпе хăналарĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"