05 октября 2012 г.
Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулта педагогика ĕçĕнче тăрăшнă ветерансене, шкулта, ытти çĕрте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене чысларĕç. Хăнасене шкул директорĕ С.Кириллов, унăн çумĕ Г.Кондратьева саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Килнисен ячĕнчен педагогика ĕçĕн ветеранĕсем Л.Макарова, И.Филиппова сăмах тухса каларĕç, хăйсене манманшăн тав турĕç.
Кĕçĕннисем сăвăсем каларĕç, 4–5–6–7 классем юрларĕç. Пиллĕкĕмĕшсем ÿкерчĕксенче, сочиненисенче сăнарларĕç хăйсен аслашшĕ-асламăшĕсене, кукашшĕ-кукамăшĕсене.
Ветерансем вĕсене курса-вуласа савăнчĕç. “Çамрăксем яланах аслисене хисеплеччĕр. Пирĕн хушăри туслăх çирĕпленсех пытăр”, – терĕç вĕсем куçĕсене шăлса. Юлашкинчен çавра сĕтел хушшинче пурте пĕрле пылак чей ĕçрĕмĕр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"