05 октября 2012 г.
Чĕрĕк ĕмĕр Йăнтăрчăри вăтам шкулта вăй хураççĕ вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Генриховна Николаева, кĕçĕн классене пĕлÿ паракансем – Ирина Ивановна Егоровапа Татьяна Григорьевна Федорова. Çамрăк ăрăва пĕлÿ тата воспитани парас ĕçре чунне парса ĕçлеççĕ. Кĕçĕннисене пĕлÿ паракансем çĕнĕ вĕренÿ стандартне пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăну тытаççĕ. Час-часах уçă уроксем, класс тулашĕнчи тĕрлĕ кăсăклă мероприятисем ирттереççĕ. Вĕренекенсене олимпиадăна, тĕрлĕ йышши конкурссене хатĕрлеççĕ, вĕсем район, республика тата Раççей шайĕнче те çĕнтерÿçĕсем пулса тăраççĕ.
Йывăрлăхсене парăнмасăр, пурнăçпа шай утаççĕ пирĕн ĕçтешсем. Вĕрентекенсем тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнаççĕ. Малти вырăнсене йышăнаççĕ. Надежда Генриховна 2007 çулта – Раççей, 2012 çулта район пуçлăхĕн гранчĕсене илме тивĕçлĕ пулчĕ. Вăл пуçарнипе Йăнтăрчăри вăтам шкулта краеведени музейĕ йĕркеленĕ. Халĕ Надежда Генриховна Йăнтăрчăри вăтам шкулăн ертÿçинче тăрăшать. Çак пархатарлă та çăмăл мар ĕçре хамăр ĕçтешсене çирĕп сывлăх, телей, малашне те пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçусем сунатпăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"