05 октября 2012 г.
Ĕнтĕ 45 çул çак кун шкулсенче шавлă тата хаваслă. Паян – Вĕрентекен кунĕ. Юпа уйăхĕн пĕрремĕш вырсарни кунĕнче пуçласа паллă тунă ăна. 1994 çулта ЮНЕСКО Пĕтĕм тĕнчери учитель кунне юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче палăртмалла туса хунă. Çак çулах вĕрентекен уявне çÿлерех асăннă кун паллă тăвакан çĕр-шывсен списокне кĕнĕ Раççей. Тепĕр çул, 1995 çулта, тава тивĕçлĕ учитель ят пама пуçланă. Вĕрентÿпе воспитани ĕçне 15 çул пысăк пĕлтерĕшлĕ тÿпе хывнисене параççĕ ку хисеплĕ ята, вĕрентекен кунĕнче.
Кашни çын шкул çулĕсене асра тытать: юратнă вĕрентекенĕсем, çăмăллăн парăннă е самаях пуç ватма тивнĕ предметсем, шкулти юлташсем...
Нумайăшĕ манăçа тухнă, паллах, пĕрремĕш учитель ячĕ вара чылай çын асĕнче пулнине çирĕплетсех калама пулать. Камăн пурнăçĕнче те пулин малашлăха çул уçса паракан, пысăк саспаллирен пуçланакан Учитель пулнах.
Пирĕн районти шкулсенче ăста учительсем сахал мар, çирĕп тĕллевлисем, творчествăлла ĕç çине пăхакансем, талантлисем, хăйĕн чунĕн пĕр пайне ачасене параканнисем. Тăвай енре РФ тава тивĕçлĕ учителĕ – 1, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ – 11, РФ вĕрентĕвĕн хисеплĕ работникĕсем – 26, Раççей тата Чăваш Ен вĕрентÿ министерствисен Хисеп грамотисене 70 педагог ытла тивĕçлĕ пулнă.
Вĕрентекенĕн ĕçĕ тимлĕхлĕ пулмалла, унăн хăйĕн тавракурăмне аталантарсах пымалла. Педагог ĕçĕ пысăк хисепе тата мухтава тивĕçлĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх Вĕрентекен кунĕнче учительсем патшалăх тата отрасль наградисене тивĕçлĕ пулаççĕ.
Вĕрентÿпе воспитани ĕçне лайăх йĕркелесе пынăшăн, интеллектлă, культурăллă, ятлă-сумлă çын йĕркеленĕшĕн, вĕренекенсен практикăлла хатĕрлевне пысăк тÿпе хывнăшăн тата нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн наградăланă:
“РФ пĕтĕмĕшле вĕ-рентĕвĕн хисеплĕ работникĕ” паллăпа
Михаил Егорович Алексеева, Тăвайри вăтам шкулти физкультура учительне.
РФ наукипе вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотипе
Роза Петровна Захарована, Тушкилти вăтам шкулта физика вĕрентекене;
Людмила Григорьевна Ильинана, Тăвайри вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекене;
Людмила Михайловна Терентьевана, Тăвайри вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекене;
Галина Андрияновна Филиппована, Чутейри вăтам шкул директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумне.
ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотипе
Светлана Витальевна Васильевана, Тĕмерти вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекене;
Надежда Григорьевна Ершована, Тăрмăшри ача сачĕн заведующине;
Евгений Николаевич Морякова, Тăвайри вăтам шкулта технологи вĕрентекене;
Елена Ильинична Петрована, Тушкилти вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекене.
Район администрацийĕн Хисеп грамотипе
Фаина Валериановна Афонинана, Мучарти вăтам шкулти пуçламăш классене вĕрентекене;
Владимир Витальевич Владимирова, Енĕш Нăрвашри вăтам шкулти физкультура учительне;
Валентина Витальевна Владимирована, Енĕш Нăрвашри вăтам шкулти акăлчан чĕлхипе вĕрентекене;
Арина Николаевна Игнатьевана, Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумне;
Светлана Федоровна Константинована, Элпуçĕнчи вăтам шкулти пуçламăш классене вĕрентекене;
Инна Петровна Краснована, Тĕмерти ача сачĕн заведующине;
Людмила Леонидовна Кувшинована, Тĕмерти вăтам шкулта музыка вĕрентекене;
Людмила Ивановна Кузьминана, Мучарти ача сачĕн заведующине;
Нина Геннадиевна Кузьминана, Йăнтăрчăри вăтам шкулта истори вĕрентекене;
Людмила Егоровна Львована, Тăвайри 2-мĕш номерлĕ ача сачĕн воспитательне;
Людмила Ивановна Матросована, Тăрмăшри вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумне;
Любовь Николаевна Михайлована, Тăрмăшри ача сачĕн воспитательне;
Надежда Валентиновна Морякована, Тушкилти вăтам шкулта математика вĕрентекене.
Вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотипе
Анжелика Геннадьевна Григорьевана, Енĕш Нăрвашри шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумне;
Ольга Анатольевна Егорована, Тăвайри вăтам шкулăн аслă вожатăйне;
Наталия Владимировна Ефремована, Йăнтăрчăри вăтам шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекене;
Ольга Валериевна Жаркована, Мучарти вăтам шкулти музыка вĕрентекене;
Кристина Робертовна Иванована, Тăрмăшри вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекене;
Светлана Викторовна Иванована, Тушкилти вăтам шкулти пуçламăш классене вĕрентекене;
Римма Анатольевна Игнатьевана, Тушкилти ача сачĕн заведующине;
Эльвира Николаевна Ларионована, Тăвайри вăтам шкулти пуçламăш классене вĕрентекене;
Надежда Ниловна Николаевана, Тăрмăшри ача сачĕн воспитательне;
Алина Анатольевна Петрована, Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулта истори вĕрентекене.
Источник: "Ял ĕçченĕ"