02 октября 2012 г.
Шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекенсен кунне Тушкилти ача садĕнче те уявларăмăр.
Ятарласа хатĕрленĕ сценари тăрăх ачасем воспитательсене ташă-юрăпа саламларĕç, хăйсен аллисемпе хатĕрленĕ парнесем пачĕç. Садик ĕçченĕсем те парăмра юлмарĕç. “Пирĕн çамрăклăх команди” юрра шăрантарчĕç. “Çарăк” сценка та ачасене савăнтарчĕ.
Воспитательсене сума суса, вĕсен ĕçне халалласа Хисеп грамотисем парса чысларăмăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"