14 сентября 2012 г.
Вĕрентÿ ĕçченĕсен августри канашлăвĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ ĕçре палăрнă пултаруллă 5 учителе укçан 25-шер пин тенкĕ преми парса хавхалантарчĕ. Вĕсен йышĕнче Тăвайри вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литература учителĕ С.В.Николаева та пурччĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче ăсталăхне кура Светлана Владиславовнана Тăрмăшри вăтам шкул директорĕ пулма шанчĕç.
Вĕреннĕ чухне вырăс чĕлхипе литератури уншăн чи юратнă предмет пулнă. Валентина Кирилловна Терентьева урокĕсене юратман ача пулман-тăр шкулта ун чухне, чунпа туртăннă ун патне вĕренекенсем. Пĕлĕве ÿстерме кăмăл пуррисемпе хушма занятисем ирттернĕ вăл, канмалли куна пăхмасăр та ĕçленĕ. Светлана та ун пек лайăх учитель пулма ĕмĕтленнĕ.
Тăвай хĕрĕ ялти шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти педагогика институтĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Çамрăк специалист валли тăван кĕтесрех ĕç тупăннă. 15 çул çитрĕ ĕнтĕ хăйĕн кун-çулне шкул ĕçĕпе çыхăнтарнăранпа. Ачасене çирĕп пĕлÿ пама, вĕсен вĕренес туртăмне аталантарма тĕрлĕ майсемпе усă курать вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн вĕренекенĕсем районти олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Катя Никитина, Настя Михайлова, Лена Николаева тата ытти ачасен хушамачĕсене ырăпа асăнчĕ учительница, вĕсен ÿсĕмĕшĕн, тĕрлĕ конкурссенче тупăшса тунă çитĕнÿсемшĕн савăнни куçкĕретех.
Çакна та палăртмалла, Светлана Владиславовна хăй те вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче вĕçĕм шыравра. 2000 çулта çамрăк педагог “Районти çулталăк вĕрентекенĕ” конкурсра мала тухнă. Пĕлтĕр ЧР вĕрентÿ министерстви ирттернĕ “Манăн юратнă вĕрентекен” интернет-сасăлавра чи пысăк балл пухакансенчен пĕри пулнă. Уншăн нумайăн сасăланă пулсан, апла вăл чылай ачашăн юратнă вĕрентекен шутланать.
2010 çулта Раççей шайĕнче иртнĕ “За образцовое владение русским языком в профессиональной деятельности” конкурсра унăн ĕçне пĕрремĕш вырăнпа хакланăччĕ. Мускаври патшалăх университетĕнче чысланă ун чухне çĕнтерÿçĕсене. Тĕп хуларан чăваш хĕрĕ дипломпа, парнесемпе таврăннă.
С.Николаеван малтанхи кăларăмĕсенчен хăш-пĕрисем педагог профессине суйласа илсе ăста специалистсем пулса тăчĕç. Çывăх çынпа çыхăнăва татмаççĕ вĕсем, шăнкăравлаççĕ, уяв кунĕсенче салам сăмахĕсем яраççĕ, хăш чухне канашлаççĕ те.
Çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçу, чăтăмлăх, пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр çамрăк ертÿçĕне.
Источник: "Ял ĕçченĕ"