Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕм Раççейри “Наци кросĕ–2012”

14 сентября 2012 г.

Сентябрĕн 23-мĕшĕнче Тăвайра ачасен спорт шкулĕнче Пĕтĕм Раççейри “Наци кросĕ – 2012” чупăва халалланă ăмăртусем пулаççĕ. Унта сывлăх тĕлĕшĕнчен хирĕçлени çук пур çын та хутшăнма пултарать. 17 çул тултарман çамрăксемпе ачасен врач чупма ирĕк панă справка пулмалла.
Предприятисемпе организацисенче, вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен командисем (2 арçын та 2 хĕрарăм) эстафетăра тупăшаççĕ (4х400).
Кросс дистанцийĕсем:
1000 м VIP чупу (предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисемпе вĕсен çумĕсем);
1000 м – 2002 çулта çуралнă тата унран кĕçĕнрех ÿсĕмри арçын ачасемпе хĕр ачасем;
2000 м – 1995 çулта çуралнă тата унран кĕçĕнрех ÿсĕмри яшсемпе хĕрсем;
2000 м – 18–29 çулхи арçынсемпе хĕрарăмсем;
1000 м – 30–39 çулхи арçынсемпе хĕрарăмсем;
1000 м – 40–49 çулхи арçынсемпе хĕрарăмсем;
1000 м – 50 çулхи тата унран аслăрах арçынсемпе хĕрарăмсем.
Ăмăртусене 11 сехет те 30 минутра уçаççĕ. Врач çирĕплетнĕ заявкăсемсĕр, 17 çул тултарман ачасене паспортсăр (е çуралнă хутсăр), обязательнăй медицина страхованийĕн полисĕсĕр, врач ăмăртусене хутшăнма ирĕк панине çирĕплетекен справкăсăр кроса хутшăнтармаççĕ. Асăннă документсене пурне те 11 сехетчен мандат комиссине тăратмалла.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика