14 сентября 2012 г.
Нумаях пулмасть Тушкилти шкулта “Асăрханăр, ачасем!” операци иртнĕ.
Çапкаланса çÿрекен ачасене тупса палăртасси, çамрăксем йĕркене пăсассине чакарасси, вĕсене çул-йĕр правилисене пăхăнма хăнăхтарасси пулнă ку мероприятин тĕллевĕсем.
Иртнĕ уйăхра вĕрентекенсем кашни ача çемйине çитсе профилактикăлла калаçу йĕркеленĕ. Унтан ку темăна педагогсен советĕнче те сÿтсе явнă.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнăранпа учительсем каçхи дежурство йĕркеленĕ. Ачасене эрех, пирус сутса йĕркене ан пăсчăр тесе тимлеççĕ аслисем.
Сăхăтпуç ялĕнче пурăнакан ачасене çĕнĕ автобуспа шкула илсе çÿреççĕ.
Пĕлÿ кунĕнче ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем районти полици уйрăмĕн начальникĕн çумĕпе Б.Борисовпа тĕл пулнă.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕн малтанхи эрнинче кашни класрах çул çинче ачасен харпăр хăйне мĕнле тытмалли пирки калаçнă. Улттăмĕшсемпе “Çул тата хăрушсăрлăх” ятлă калаçу ирттернĕ çавра сĕтел хушшинче.
Çул-йĕр правилисен стендне çĕнетнĕ, “Йĕрке-лĕх хыпарçи” брошюра кăларнă тушкилсем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"