21 августа 2012 г.
Иртнĕ эрнере Тăвайри вăтам шкулти çамрăк экологсем тăван тăрăха тĕпчев экспедицине тухрĕç. Ушкăн йышĕнче виçĕ ÿсĕмри ачасем: 4, 7 тата 9 классенче вĕренекенсем.
Çул çÿрев Тăвай ялĕнчи Октябрьски урамĕнче пурăнакансемпе тĕл пулнинчен пуçланнă. Йăтса çÿремелли лаборатори пулăшнипе тарасари шыва тĕрĕслерĕç вĕсем. Ун хыççăн çул известь карьерĕ еннелле выртрĕ. Çула май çăл куçа тасатса хăварчĕç, шыв пахалăхĕпе интересленчĕç, известь чулне тĕрĕслесе пăхма илчĕç.
Тепĕр тĕпчев пункчĕ – “Акконд-агро фирмăн” выльăх-чĕрлĕх комплексĕ. Хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăхсене мĕнле шыв ĕçтереççĕ( Çак ыйту çамрăк тĕпчевçĕсене тахçанах кăсăклантарать. Фирма республикăра чи пахалăхлă сĕт кăларать. Цех кăларакан продуктсене районта кăна мар, ытти çĕрте те кăмăлласа туянаççĕ. Анализ çакна кăтартса панă: шыв пахалăхĕ пур енĕпе те нормăна тивĕçтерет.
Тепĕр кунне экологсем хими учителĕпе Н.И.Гавриловапа пуçламăш классене вĕрентекен Н.Н.Васильева ертсе пынипе Çăлпуç енчи çăл куçсенчи шыва, хирти, уйрăм хуçалăхсенчи анасенчи çĕре анализ тума илчĕç. Экспедици вăхăтĕнче пухнă материалсене шкулти лабораторире анлăрах тĕпчесе тишкерĕç çамрăк “ученăйсем”.
2009 çулта Тăвай шкулĕ “Вĕренÿри пуçару” ятлă республикăри конкурсра 300 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Унăн укçипе шкулта наукăпа тĕпчев лабораторийĕ уçăлнă. Ăна ку чухнехи оборудованипе тивĕçтернĕ. Ачасем интересленсех çÿреççĕ унта. Вĕренсе тухнисенчен нумайăшне професси суйласа илме пулăшрĕç тĕпчев урокĕсем.
Сăн ÿкерчĕкре: экспедици вăхăтĕче.
Источник: "Ял ĕçченĕ"