20 июля 2012 г.
Тĕлĕнтермĕшсем çĕнĕ çул каçĕнче кăна пулмаççĕ иккен. Çуллахи ăшă кунсем те асамлăх парнелеççĕ, акă. Сăмах кунта, утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче иртекен Пĕтĕм тĕнчери шоколадсен кунĕ пирки пырать. Пысăк хастарлăхпа тата хаваслăн паллă турĕç “пылак” уява Енĕш Нăрвашри ача садĕнче. Пÿлĕмре вылянă, савăннă хыççăн ачасем Л.Евдокимова воспитательпе, А.Елизарова музыкантпа пĕрле урама тухса “Школанди” ятлă юмах тĕнчине васкарĕç. Кунта вара тĕлĕнмелли, халиччен пĕлменни нумай пулчĕ: пылак çимĕçе ăçта туса кăларма пуçлани, вăл мĕнле усă пани, сиенĕ çинчен те калаçрĕç, кĕвĕ те итлерĕç. Кашниех хăйне чи лайăх “Шоколад мулкачĕ” пек кăтартма тăрăшрĕ. Интереслĕ вăйă ячĕсем те "”Шоколадный спринт”, “Сладкие фантазии”, “Шоколадное фехтование” тата ытти те" пылак юратакансене тупăшăва йыхăрчĕç. Ăмăртусем çÿллĕ шайра иртрĕç. Çакăншăн кашнинех шоколад изделийĕсем парса хавхалантарчĕç.
Сăн ÿкерчĕкре: ачасем уявпа кăмăллă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"