06 июля 2012 г.
Çĕртме уйăхĕнче районти 7 шкул çумĕнчи лагерьсенче 12 отряд канчĕ. Ачасем куна интереслĕ, усăллă ирттерччĕр тесе тимлерĕç вĕрентекенсем.
Смена вĕçленсен отрядсем Тăвайри спорт комплексне пухăнчĕç. 200 яхăн арçын ачапа хĕр ача пулчĕç унта. Хăйне килĕшекен ăмăртура пултарулăхне кăтартрĕ кашни. Эстафетăра чупрĕç, пионерболла, футболла, шашкăлла вылярĕç, канат туртрĕç.
Эстафетăра командăсем пурĕ тăваттăн (2-шер хĕр ачапа арçын ача) чупрĕç. Элпуç, Йăнтăрчă, Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕсенче вĕреннисем чи лайăххисем пулчĕç. Пионерболла йăнтăрчăсем, тушкилсем, тăрмăшсем аван вылярĕç. Футбол турнирĕнче вара Элпуç, Çĕнĕ Пуянкасси, Тăрмăш ялĕсен ачисем палăрчĕç. Тăрмăш, Тăвай, Енĕш Нăрваш шкулĕсенче вĕренекенсем – чи чаплă шашистсем. Канат туртса (командăра 3 арçын ачапа 2 хĕр ача) элпуçсем, çĕнĕпуянкассисем, енĕшнăрвашсем малти вырăнсене тухрĕç.
Спартакиадăра Элпуçĕнчи вăтам шкул команди çĕнтерчĕ. Йăнтăрчăсемпе тăрмăшсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш картлашкасем çине улăхрĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"