Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен çуллахи канăвĕ

29 июня 2012 г.

Наркотиксене хирĕç кĕрешекен районти комиссин ларăвĕ иртрĕ. Ларура шкул ачисем наркотикле хатĕрсемпе усă курнипе курманнине харпăр хăй ирĕкĕпе тĕрĕслеттернин пĕтĕмлетĕвĕсене, ачасене çуллахи каникул вăхăтĕнче ĕç тупса парас, канăвне йĕркелес, воспитани пама йывăр тата ăнăçсăр çемьесенчи ачасемпе ĕçлес ыйтусене пăхса тухнă.
Тест тĕрĕслевне Тăвайри вăтам шкулăн 9–11 класĕсенче вĕренекен 25 çамрăк хутшăннă, унăн результачĕпе Т.Игнатьева психиатр-нарколог паллаштарнă. Тĕрĕслевре пулнă çамрăксем наркотиксемпе усă курманнине палăртнă. Кăçалхи 3-мĕш кварталта “йывăр” ачасемпе тепĕр тест тĕрĕслевĕ йĕркелеме палăртнă.
Ачасемпе çамрăксене каникул вăхăтĕнче ĕçпе тивĕçтерес, вĕсене пушă вăхăтне ирттерме пулăшас ыйтусемпе вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ В.Шакров, район администрацийĕ çумĕнчи çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси секретарĕ И.Александрова, социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Л.Аввакумова тухса калаçнă. Июнĕн 1-мĕшĕнчен районти шкулсенчи лагерьсенче 11 отряд ĕçлет (кăнтăрлахи вăхăтра пулмалли), унта 236 ачана явăçтарнă. 16 ачана район тулашĕнчи сывлăха çирĕплетекен лагерьсене янă. Шкулсем çумĕнчи лагерьсене йĕркеленĕ чух воспитани пама йывăр тата социаллă пулăшу кирлĕ ачасене уйрăм тимлĕх уйăрма тăрăшнă. Элпуç, Тушкил шкулĕсем çумĕнчи лагерьсенче ачасене канма, сывлăха çирĕплетме лайăх условисем туса панă.
Ларура çу кунĕсенче ялсене хуларан канма килекен ачасем пирки те сăмах хускатнă. Вĕсем хушшинче наркотиксем “тутанса курнисем” те пулма пултараççĕ, çавăнпа та полицин районти уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ Б.Борисов, наркотиксене контроллекен федераллă службăн Чăваш Енри Управленийĕн Канашри районсем хушшинчи пайăн оперуполномоченнăйĕ С.Мочалов комисси членĕсене сыхă пулмалли çинчен аса илтернĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика