22 июня 2012 г.
Шкул ачисен кĕтнĕ ăшă çуллахи каникул кунĕсем пуçланчĕç.
Чутейри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта çак кунсенче шкул çулне çитмен ачасем тата кĕçĕн класра вĕренекенсем валли Çу уявĕ иртрĕ. Ачасене хаваслă Клоун (З.Н.Иванова) кĕтсе илчĕ. Вăл вĕсемпе паллашрĕ, кашнинех тутлă шушкăпа хăналарĕ.
Акă кĕтмен-çĕртен йĕнĕ сасă илтĕнчĕ. Патшан Йĕре хĕрĕ (Царевна Несмеяна – Е.Шерне) иккен ку. Ăна култарас тесе уявра тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç ачасем.
Часах Илья Муромецпа (В.Яклашкин) Алеша Попович (А.Белков) лаша çине утланса килсе çитрĕç. Пухăннисем вĕсемпе вăй виçрĕç. Çавăн пекех Пăхаттирсен лашисем çине утланса чупса, “Кам маларах çарăка туртса кăларать?“ вăйă выляса, канат туртса ăмăртрĕç.
Пиратсем (О.Титова тата К.Походкин) мул шырама килнĕ. Ачасем туслă, хаваслă пулни чăн пуянлăх иккенне ăнланчĕç вĕсем. Выллянчăк (Игрулька – Д.Ефимова) тĕрлĕ вăйăсем выляттарнă хыççăн, тутлă канфетсемпе сăйларĕ. Тинех Патша хĕрĕн пичĕ çинче кулă выляма пуçларĕ.
Пĕчĕкскерсене уяв питĕ килĕшрĕ. Вĕсем килĕсене тулли кăмăлпа саланчĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"