22 июня 2012 г.
Вĕрентÿ ĕçченĕсен йăлана кĕнĕ турслечĕ Славаш тăрăхĕнче иртрĕ. Унта районти пур шкул та хутшăнчĕ (пурĕ 100 ытла çын).
Турслет пирки тем те каласа пама пулать, анчах Славаш тăрăхĕнчи илемлĕ уçланкăра хăв пулса курмасăр, палаткăра çĕр каçмасăр, кăвайт çинче пĕçернĕ апата çимесĕр, сывлăх уявне хăв хутшăнмасăр – пĕрех нимех те мар ку саншăн. Унта вара пĕр кунра тем те туса ĕлкĕрмелле: ăмăртусене те хутшăнмалла, апат та хатĕрлемелле, каçпа кăвайт умĕнче ĕçтешсем умĕнче юрлама-ташлама та пĕлмелле.
Слета хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев саламласа ăнăçусем сунчĕ. Вĕрентÿ ĕçченĕсем спорт ориентирĕ тупассипе, дартсра, пултарулăх конкурсĕсенче тупăшрĕç, хаçатсем кăларчĕç. “Киле панă ĕç” конкурс та çав тери интереслĕ. “Слетра эсĕ хавхалан, çĕннине шыра ялан!” – çапла уçса пама пулать унăн темине. Чăрмавсем урлă иртме вара туристсене çирĕп вăй-хал, тÿсĕмлĕх кирлĕ пулчĕ.
Икĕ куна пынă тупăшусенче Енĕш Нăрваш шкулĕн команди çĕнтерчĕ. Ăна куçса çÿрекен кубокпа хавхалантарнă. Мучарсем 2-мĕш, пуянкассисем 3-мĕш вырăнсем йышăннă. Мала тухнă тата уйрăм номинацисенче палăрнă командăсене грамотăсемпе туризм хатĕрĕсем парса чысланă. Нăрваш шкулне вара район администрацийĕ 10 комплект спорт форми парнеленĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"