19 июня 2012 г.
Шкул ÿсĕмне çитнĕ ачасем çуллен апрель-май уйăхĕсенче Тăвайри тĕп больницăра медицина тĕрĕслевĕнче пулаççĕ. Тĕрлĕ специалистсем вĕсен ÿт-пÿ сывлăхне тĕрĕслеççĕ. Диспансеризацие Диагностикăпа консультаци центрĕн логопед-учителĕ те хутшăнать, вăл пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекен ачасен чĕлхе аталанăвне тĕрĕслет.
Чĕлхе ăс-тăнăн чи кирлĕ функцийĕ пулса тăрать, чĕлхе аталанăвĕн шайĕ нумай чухне ача шкула кайма хатĕр е хатĕр мар пулнине кăтартать. Ачан калаçу чĕлхи мĕн чухлĕ лайăх аталаннă, ăна шкулта вулама, çырма вĕренме çавăн чухлĕ çăмăлрах.
Шкул çулне çитмен хăш-пĕр ачасен калаçу чĕлхин аталанăвĕ кăштах юлса пырать, ашшĕ-амăшĕ ăна пĕлтерĕш парсах та каймасть, шкула çÿре пуçласан ача хăех уçăлса каясса шанать. Хăш-пĕр ачасем уйрăм сасăсене тĕрĕс калаймаççĕ, селĕп е пăтраштарса калаççĕ "с–ç–ш, с–ц–ч–щ, л–р–й". Çав йăнăшсене логопед асăрхать кăна мар, ачана пулăшма та хатĕр. Тĕрĕсленĕ ачасен 40 процентне яхăн сасăсене тĕрĕс калаймасть е çăтса ярать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн “шкул хăех тÿрлетет” тесе кĕтсе лармалла мар, харпăр хăй ачишĕн халех шухăшламалла, ачана тĕрлĕ специалистсене кăтартмалла, вĕсенчен пулăшу ыйтмалла. Нумайăшĕ çапла тăвать те.
Юлашкинчен çакна та палăртса хăварам. Вĕрентÿ учрежденийĕсем ачана 1-мĕш класа йышăннă чухне Санитарипе эпидемиологи йĕркисемпе тата СанПиН нормативĕсемпе усă кураççĕ. Унта çаплах палăртнă: шкулта вĕренме тытăнмалли чи лайăх ÿсĕм – ача 7-мĕш е 8-мĕш çул çинче пыни. Апла пулсан, пĕрремĕш класа пыракан ачан сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне сахалтан та 6 çул та 6 уйăхра пулмалла.
Источник: "Ял ĕçченĕ"