14 июня 2012 г.
Шкулта вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ. Ачасем çуллахи каникула саланчĕç. 10 класс пĕтернĕ яшсем вара пилĕк кунлăх ятарлă сбора пухăнчĕç.
Вĕсем ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхине 4 сехетчен çара каймалли хатĕрленĕве туптаççĕ. Кунта вĕсен караулта тăни те, хĕç-пăшала сÿтсе пуçтарни те, медицина пулăшăвĕ пани те тата ытти нумай енсем кĕреççĕ. Пулас салтака ытларах вăй-хал çирĕппи кирлĕ. Çавăнпа та вĕсем кашни кунах сикессипе, вăрăм дистанцие чупассипе, турник çинче туртăнассипе тата алă вĕççĕн çĕкленессипе нормативсем параççĕ.
Яшсем сбора хаваспах çÿреççĕ, лайăх результатсем кăтартма тăрăшаççĕ. Кĕçнерни кун вара вĕренÿ сборĕн начальникĕ П.И.Романов çар службинчен отпуска килнĕ Николай Ивановпа тĕл пулу йĕркелерĕ. Николай Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Спортпа туслă пулнă. Çитĕнÿсем тума ăна шкулти физкультура учителĕ П.И.Романов нумай пулăшнă. Халĕ вара Николай Çурçĕр Кавказ регионĕнчи спецназ отрядĕнче контракт йĕркипе иккĕмĕш çул службăра тăрать. Спортпа туслă пулни, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни ăна май уйăхĕнче ула-чăла берет çĕнсе илме май панă. Йывăрлăхсене çĕнтернине, пĕтĕм дистанци тăршшĕнче хăйне мĕнле кăтартнине Николай ачасене тĕплĕн каласа пачĕ. Яшсем ăна нумай ыйту пачĕç. Николай отпускра пулсан та хăйĕн формине çухатмасть, кашни кун режимпа ăсталăхне туптать. Шанатпăр пирĕн 10 класс пĕтерекенсем те Николайран ырă тĕслĕх илессе.
Источник: "Ял ĕçченĕ"