14 июня 2012 г.
Çулсем ытла та хăвăрт иртеççĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухни 30 çул çитрĕ те. 8 класс пĕтерсе тухса кайнисемшĕн вара – 32 çул.
Нумай улшăну пулса иртрĕ çак хушăра. Çимĕк хыççăн тăван шкула пуçтарăнтăмăр: 21 вĕренекен тата 3 вĕрентекен. Сĕтел хушшинчи калаçу вăраха тăсăлчĕ. Кашниех хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. Ытларах шкулта вĕреннĕ чухнехи вăхăтпа çыхăнчĕ калаçу. Парта хушшинче тăрса урок каланă евĕрлех туйрăмăр хамăра. Хăшĕ-пĕри хумханса та пăлханса калаçрĕ, теприсем хăюллăнах хуравларĕç, шÿтлекенсем те тупăнчĕç.
Учительсене сăмах парсан вара чăннипех те шкулта вĕреннĕ вăхăт куç умне тухса тăчĕ. Хисеплĕ вĕрентекенсем – Зинаида Владимировна Александрова (вăл пирĕн пĕрремĕш вĕрентекен пулнă), Василий Ефимович Ефимов, Любовь Анатольевна Григорьева хăйсен асне юлнă интереслĕ самантсем çинче чарăнса тăчĕç. Итлесе ларма питĕ кăмăллă пулчĕ. Вĕсене чĕререн ырă сунса, тав туса асăнмалăх пĕчĕк парнесем патăмăр. Пурнăçран уйрăлса кайнă юлташсене, вĕрентекенсене асăнтăмăр. Тĕл пулу шкулта пулни пурне те килĕшрĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"