14 июня 2012 г.
Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулта вĕренÿ çулĕ пĕтнине халалласа “Хăвăртрах, çÿллĕрех, вăйлăрах!” девизпа спорт уявĕ иртрĕ.
Пур класс та старта тухрĕ. Калас пулать, пуянкассисем спорта юратаççĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнчи шкул ачисен район спартакиадинче вĕсем 3-мĕш вырăн йышăнчĕç.
Спорт уявĕ 6 енлĕ тупăшуран тăчĕ. Вĕсен шутĕнче – теори ыйтăвĕсене хуравласси (Тĕслĕхрен, истори, медицина), тăршшĕне сикесси, çăмăл атлетика эстафети тата ыт. те.
Çивĕч кĕрешÿре 1–4 классем хушшинче 4-мĕшсем, 5–7 классенчен – 6-мĕшсем, 8–10 классенчен 10-мĕшсем чи вăйлисем пулчĕç. Çĕнтерÿçĕ классене тортсем, малтисен шутне лекнисене пылак çимĕçсем парса хавхалантарчĕç. Пĕр тăван Александрпа Владимир Анастасьевсем олимпиадăсенче, тĕрлĕрен конкурссемпе спорт ăмăртăвĕсенче палăрнă 21 ачана премисемпе чысларĕç, малашне те спортра, вĕренÿре ăнăçу сунчĕç. Çавăн пекех вĕсем “Çулталăк класĕ” конкурсра мала тухнă классене те саламларĕç, укçан преми пачĕç.
Анастасьевсене тăван шкулпа тачă çыхăну тытнăшăн, пулăшса пынăшăн тав туса ырлăх-сывлăх, ĕçре çитĕнÿсем сунатпăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"