22 мая 2012 г.
Йăнтăрчăри вăтам шкулта вĕренекен ачасем спортпа туслă. Физкультура урокĕсене, спортпа çыхăннă секцисене кăмăлтан çÿреççĕ вĕренекенсем. Тĕрлĕ спорт вăййисене, ăмăртусене хутшăнаççĕ, çĕнтерÿçĕсем пулса тăраççĕ. Ачасене хавхалантарса пыраканĕ – физкультура учителĕ Николай Петрович Степанов.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи 11-мĕш класри Сергей Федоров хăй ÿсĕмĕнче районти чи пултаруллă спортсмен ята тивĕçрĕ. Кăçал вара çак сумлă ята 8-мĕш класра вĕренекен Денис Воробьев çĕнсе илчĕ.
Денис пĕчĕкренех спортпа туслă. Вăл футболла, волейболла выляма кăмăллать, шкул чысне районти, республикăри ăмăртусенче хÿтĕлет. Çамрăк футболистсен, волейболистсен командисем районта малтисен шутĕнче.
Çурран чупассипе, хăвăрт утассипе те маттур вăл. Районта, республикăра иртекен 30 ытла ăмăртура Денис малти вырăнсем йышăнма пултарнă. Республика тулашĕнче иртекен ăмăртусенче те пултаруллă вăл.
Юлташĕсем Дениса хисеплеççĕ, унран тĕслĕх илме тăрăшаççĕ, ун хыççăн туртăнаççĕ.
Вĕренÿре те тăрăшуллă Денис. Тавра курăмĕ анлă. Историпе обществознани предмечĕсене кăмăлларах парать. Илемлĕ литературăпа, поэзипе кăсăкланать. Унăн юратнă çыравçи – вырăс халăх поэчĕ А.С.Пушкин.
Çут çанталăкпа та туслă ача. Час-часах вăрмана çÿрет, тавралăх илемĕпе киленет, йывăçсем лартса ÿстерет. Чăннипех пултаруллă ача çитĕнет Йăнтăрчă ялĕнче.
Источник: "Ял ĕçченĕ"