22 мая 2012 г.
Акă тепĕр вĕренÿ çулĕ вĕçленсе пырать, пĕтĕмлетÿ тума та вăхăт. Енĕш Нăрваш шкулĕнче аслă классенче вĕренекенсем йышлах мар пулин те, вĕсем хушшинче “çуталса тăракан çăлтăрсем” пур. Вĕсенчен пĕрин çинчен, 10-мĕш класра вĕренекен Инесса Лазарева пирки, сăмах пуçарасшăн.
Инесса йышлă çемьере çитĕнет: ăшă кăмăллă асламăшĕ яланах юнашар, ашшĕ – фермер, амăшĕ – пуçламăш классенче вĕрентекен тата хăйĕн пекех икĕ пултаруллă йăмăкĕ. Ялта Лазаревсен аслă хĕрне тарават та ырă кăмăлĕшĕн пурте хисеплеççĕ. Вăл ĕçре хастар, вĕренÿре пултаруллă, спортпа туслă. Килте те, шкулта та лара-тăра пĕлмест, пушă вăхăт нихăçан та çук унăн. Пур çĕре те ĕлкĕрет. Олимпиадăсене, тĕрлĕ конкурссене, конференцисене хутшăнса чылай чухне малти вырăнсене тухать.
Класс ертÿçи пулнă май, унăн ÿсĕмĕсем яланах куç умĕнче. Инесса кĕçĕн класранпах “5” паллăпа кăна вĕренсе пырать. Шкул, район, республика шайĕнче ирттерекен мероприятисене хутшăнма тăрăшать. Ĕçне кура хаклавĕ те. Портфолиора – 96 Хисеп хучĕпе диплом. Вырăс чĕлхи олимпиадинче иккĕмĕш çул ĕнтĕ районта мала тухса, республикăри ăмăртусене хутшăнать. Кăçалхи олимпиадăсенче 11 предметран тăваттăшĕнче призерсен йышне лекрĕ, пĕр предметпа çĕнтерÿçĕ пулчĕ.
Республикăри дистанци олимпиадисенче тăватă предметпа (вырăс чĕлхипе, химипе, биологипе, тăван ен культурипе) 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕ. Тăван ен культурипе мала тухнисене чыслама Чăваш чĕлхи кунĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне йыхравларĕç, “Эсир – чи пултаруллисем”, – ырларĕç преподавательсем. Чăнах та, олимпиадăн 1-мĕш турĕн заданийĕсене килтех пурнăçласа интернетпа ярса панă пулсан, 2-мĕш турта вара чи нумай балл пухнисем аслă шкулта тĕрĕслерĕç пĕлĕвне. Ку вара çăмăлах пулмарĕ. Инесса кунта та хăйĕн тавракурăмĕ пысăк пулнине кăтартса пачĕ.
Хĕр ачан çитĕнĕвĕсем курăмлă, ĕмĕчĕсем пысăк. Пĕчĕкрех чухне учитель те, журналист та пулас кăмăл пурччĕ. Халĕ вара пулас профессине татăклăнах суйласа илнĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Химипе биологине уйрăмах юратса вĕренет, тарăн пĕлÿ илес тесе тăрăшать.
Источник: "Ял ĕçченĕ"