Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Çулталăкри чи лайăх дефектолог-вĕрентекен”конкурс çĕнтерÿçи

15 мая 2012 г.

Психологипе педагогика, тÿрленÿпе юсану центрĕнче “Çулталăкри чи лайăх дефектолог–вĕрентекен” 7-мĕш конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Тăвай районĕнчи диагностикăпа консультаци центрĕнче ĕçлекен В.И.Белова унта çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Мускаври педагогика университечĕн дефектологи факультетне пĕтерсе “Учитель-логопед” квалификацине илнĕ вăл. В.Белова ачасен калаçу тата çыру чĕлхинчи кăлтăксене тÿрлетес ĕнпе 12-мĕш çул вăй хурать. Районти диагностикăпа консультаци центрĕнчи ĕçсене йĕркелесе пырать 2006 çултанпа. Валентина Ивановна – психологи тата медицинăпа педагогика комиссийĕн председателĕ, çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси председателĕ. Логопед патне çÿрекен ачасен йышĕ ÿссе пырать. Пултаруллă вĕрентекенĕн професси ăсталăхне кура вĕсен калаçупа çыру чĕлхинчи çитĕнĕвĕсем те курăмлă. Вĕренекенĕсемпе ашшĕ-амăшĕсем хисеплеççĕ В.Белована. Вĕренÿпе воспитани парас ĕçри ÿсĕмсемшĕн 2009 çулта ăна Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствин Хисеп грамотине парса чысланă.
Конкурса хутшăнакансем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан презентаци, портфолио хатĕрленĕ, скайп урлă харпăр хăй ăсталăхне уçса паракан ыйтусене сÿтсе явнă, видеоурок кăтартнă. Республикăри тĕрлĕ вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлекен 17 специалист хушшинче пирĕн В.Белова пĕрремĕш вырăн йышăннă. Жюри членĕсем ун ĕçне пур енчен те пысăка хурса хакланă.
“Чăваш енри 2012 çулхи чи лайăх дефектолог–вĕрентекен” ята тивĕçнĕшĕн Валентина Ивановнăна эпир, унăн ĕçтешĕсем тата вĕренекенĕсемпе ашшĕ-амăшĕсем, чун-чĕререн саламлатпăр, малалла тата пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçусем сунатпăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика