11 мая 2012 г.
Тăвайри пĕрремĕш номерлĕ ача садĕнче Сывлăх кунĕ ирттересси йăлана кĕнĕ.
“Эпĕ сывлăха упратăп, хама çапла эп пулăшатăп” ятлă спорт уявĕнче пур ушкăнри ачасем те активлăх кăтартрĕç. Сывлăх кунĕнче пĕчĕккисем лайăх кăмăллă çынсем пулма вĕренеççĕ, савăнаççĕ пĕрле. Тĕрлĕ ăмăртусенче çивĕч, вăйлă, паттăр, хытă чупакан пулма хăнăхаççĕ, сывă пурнăç çинчен тĕрлĕ информаци пĕлеççĕ.
Ак, сывлăх уявне ачасем патне Пилюлькин тухтăр (Е.Иванова воспитательница) килет. Вăл ачасене гигиена правилисене куллен пăхăнмалли пирки аса илтерет, харпăр хăй сывлăхĕшĕн тăрăшма хистет.
Аслă тата хатĕрленÿ ушкăнĕнчи ачасем (Т.Шакина воспитательница) сывлăх çинчен сăвăсем каларĕç, юрларĕç, ташларĕç О.Уткина кĕвĕçĕ пулăшнипе. Хатĕрленÿ ушкăнĕ спорт ăмăртăвĕсенче активлăх кăтартрĕ. Спортпа сывлăх çинчен тупмалли юмахсем питĕ килĕшрĕç ачасене. Программăна Т.Шакина воспитательница ертсе пычĕ. Ку уяв пĕчĕккисене пурне те килĕшрĕ, вĕсен кăмăл-туйăмне хавхалантарчĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"