05 мая 2012 г.
Раççей историйĕн çулталăкне халалларĕç Тăвайри ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центра çÿрекенсем “Çĕнетÿ калчисем” ятлă вăййа. Унта 9 шкул команди хутшăнчĕ. Кашнинче 6-шар вĕренекен пулчĕ.
5–8 классенче пĕлÿ пухакансем славян азбукипе çырчĕç хулăн хут çине команда ячĕсене, ăнлантарса панине те хатĕрлерĕç. ”Доблестные воины” (Элпуç), “Русичи” (Мучар, Тăрмăш) ятсем пурне те килĕшрĕç.
Раççейри славян çырулăхĕ, Авалхи Руçĕн культурипе йăли-йĕрки пирки калакан викторинăра та активлă пулчĕç ачасем. Кунта тăрмăшсем, тĕмерсем, çĕнĕ пуянкассисем палăрчĕç.
Юлашкинчен командăсем вырăс патшалăхĕн 1150 çулхи юбилейĕпе çыхăннă историллĕ пулăмсем пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕç.
Виçĕ конкурс хыççăн “Хранители” команда (Çĕнĕ Пуянкасси, А.Игнатьева) çĕнтерни палăрчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене “Русичи” (Тăрмăш, В.Сидоров), “Доблестные воины” (Элпуç, Н.Васильев) ушкăнсем пайларĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"