27 апреля 2012 г.
Çак ятпа районта черетлĕ акци пырать. Ун вăхăтĕнче ирттерме палăртнă ĕç-пуçсенчен пĕри – повар кунĕ – Элпуçĕнчи вăтам шкулта пулчĕ. Диагностикăпа консультаци центрĕн директорĕ В.И.Белова ертсе пыракан пысăк ушкăн кăнтăрла тĕлнелле пырса çитрĕ унта. Йышра – районти шкулсен столовăйĕсенче ĕçлекен поварсем.
Асăннă ĕç-пуçăн тĕллевĕ – ăсталăха ÿстересси, ачасене тутлăхлă та пахалăхлă апатпа тивĕçтерес ĕçри çĕнĕ технологисем тата пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашасси. Малтанах çавра сĕтел хушшинче ĕçлĕ калаçу пычĕ. Ачасен апатланăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç пухăннисем. Роспотребнадзор специалист-эксперчĕ Ю.В.Горшков та хутшăнчĕ калаçăва. Вăл СанПиНăн çĕнĕ докуменчĕсемпе паллаштарчĕ, çуллахи лагерь вăхăтĕнче канакансене паха апат-çимĕçпе тивĕçтермелли çинче чарăнса тăчĕ. Республикăра информаци кунĕ пулнă май, шкула тĕл пулăва килнĕ хаклă хăнасем – ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.В.Петрова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Е.Васильев, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ В.Я.Шакров та хутшăнчĕç çавра сĕтел хушшинчи калаçăва. Светлана Владимировна хăйĕн сăмахĕнче шкулсенче вĕренекенсене 100 проценчĕпех вĕри апатпа тивĕçтермелли çинчен каларĕ. Поварсен умĕнче тăракан тĕп тивĕçе – ачасене тутлă тата паха апатпа тăрантарассине – палăртса хăварчĕ.
Малалла вара повар кунĕн чи кăсăклă та “тутлă” пайĕ пуçланчĕ. Кашниех хăй хатĕрленĕ апат-çимĕçпе паллаштарчĕ, ăна мĕнрен, еплерех хатĕрленине каласа кăтартрĕ. Паллах, астивсе пăхма та май пулчĕ. Ытларахăшĕ тĕрлĕ пулăран хатĕрленĕ блюдăсемпе килсе çитнĕ хăнана. Элпуçсем те пикшăпа сыртан техĕмлĕ апат янтăланă. Десерт валли абрикосран пудинг, шур çырлинчен пылак шыв хатĕрленĕ.
Палăртма питех те кăмăллă: Н.Н.Владимирова тата Н.В.Федорова поварсем – хăйсен ĕçĕнче чăннипех те пысăк ăстасем. Вĕсем ытти чухне те тутлă апат-çимĕçпе сăйлаççĕ. Ачасем те, вĕрентекенсем те тулли кăмăлпа çÿреççĕ шкул столовăйне. Тĕрлĕ-тĕрлĕ салатсем, пĕрремĕш е иккĕмĕш блюдăсем, пылак чей е кофе, компот е кисель яланах сĕтел çинче. Ырă кăмăлпа, тараватлăн кĕтсе илеççĕ вĕсем пурне те. Хальхинче те çаплах пулчĕ. Килнĕ хăнасем пурте Наталья Николаевнапа Наталия Вячеславовнан ăсталăхĕпе пултарулăхне палăртса хăварчĕç, ăшшăн та “тутлăн” кĕтсе илнĕшĕн тав тума та манмарĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"