Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Мехел” çĕнтерÿçисен гала-концерчĕ

24 апреля 2012 г.

Ачасен чăваш юррисен республикăри VI “Мехел” телеконкурсĕн çĕнтерÿçисен гала-концерчĕ тата çĕнтерÿçĕсене чысласси Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртрĕ. Суйласа илмелли тура 96 исполнитель хутшăнчĕ. Жюри гала-концерта 10 ансамбльпе 16 солиста суйласа илчĕ. Ача-пăчан Тăвайри искусство шкулĕнче вĕренекенсем конкурсăн икĕ турĕ витĕр ăнăçлă тухса, хăйсен пултарулăхĕпе гала-концертра паллаштарма тивĕçрĕç. “Хĕвелчĕк” вокал ансамбль (Юлия Иванова, Елена Иванова, Диана Лаптакова, Катя Петрова, Катя Владимирова, Юлия Камасева, Юлия Федотова) I степеньлĕ лауреатсем пулса тăчĕ (6–9 çулхи ачасен «Ансамбльсемпе хорсем» номинацийĕнче). Чи çамрăк Юля Иванована ятарлă дипломпа тата хаклă парнепе палăртрĕç. Ăна 2 эрнелĕхе Болгарие кайма путевка уйăрса панă. 10–13 çулхи ачасен ансамблĕнчи Ванесса Абржина, Лилия Владимирова, Настя Григорьева, Настя Козлова, Саша Кондратьев, Саша Чернов 2-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçрĕç. Ансамбле Галина Николаевна Никонова ертсе пырать.
Çĕнтерÿçĕсен гала-концертне ача-пăча музыкин тата ачалăхăн чаплă уявĕ тесе палăртмалла. Концерт йăлана кĕнĕ тăрăх чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн «Мехел» сăвви тăрăх (конкурс ятне те сăвăранах илнĕ) Николай Казаков композитор хывнă юрăпа вĕçленчĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика