Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек-синкекрен сыхланасси

20 апреля 2012 г.

Районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 30-мĕшĕччен ĕçлев сыхлавĕн уйăхлăхĕ пырать.
Ăна ĕç условийĕсене лайăхлатса пырас, суранланассинчен сыхланас, ачасене хăрушсăрлăх мелĕсене вĕрентес тĕллевпе йĕркелеççĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлев сыхлавĕ пирки приказсем кăларса çакнă, ĕç планĕсем çирĕплетнĕ.
Уйăхлăх вăхăтĕнче ĕçлев сыхлавĕ тĕлĕшпе нормативлă право акчĕсен содержанине, пурнăç хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă стендсене çĕнетеççĕ. Вĕрентекенсемпе, ĕçлев сыхлавĕшĕн яваплă çынсемпе тата уполномоченнăйсемпе ĕç условийĕсене лайăхлатас, ĕçри хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтусемпе канашлусем ирттереççĕ. Уйăхлăх вăхăтĕнче вĕренекенсемпе те аманассинчен, пурнăçра инкек-синкекрен сыхланас, пирвайхи медицина пулăшăвĕ парас ыйтусемпе калаçусем йĕркелеççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика