Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А.ИВАНОВА

20 апреля 2012 г.

Ачасен çуллахи канăвне йĕркелес, сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе ĕçлекен районти ведомствăсем хушшинчи комисси çак актуаллă ыйтусене çавра сĕтел хушшинче сÿтсе явнă.
Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев тата вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисем хутшăннă. Юрий Егорович пухăннисене шкул ачисен çуллахи канăвне пахалăхлă, пушă вăхăтне интересе шута илсе йĕркелессине уйрăм тимлĕх уйăрма ыйтнă. Каникулта пĕр ача та тимлĕхсĕр ан юлтăр. Ачасен хăрушсăрлăхне çу кунĕсенче çапла кăна тивĕçтерме пулать.
Комисси председателĕ В.Шакров иртнĕ çулхи каникул пĕтĕмлетĕвĕсем, 2012 çулхи тĕллевсем çинче чарăнса тăнă. Вăл пухăннисене ачасене çу кунĕсенче хула тулашĕнчи сывлăха çирĕплетекен лагерьсене каймалли путевкăсемпе тивĕçтерес, шкулсем çумĕнчи лагерьсене йĕркелес ĕçри тĕп самантсем çинче чарăнса тăнă.
Райадминистрацин социаллă аталану тата архив ĕçĕн пай пуçлăхĕ Н.Чайкина культура учрежденийĕсен çу кунĕсенчи ĕçне çутатса панă. Социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Л.Аввакумова пурнăçра йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ ачасен çуллахи канăвне йĕркелес тĕлĕшпе умра тăракан задачăсем çинчен каласа кăтартнă.
Пухăннисем çавăн пекех районти больницăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова ачасене санаторисене ярса сиплемелли, халăха ĕçе вырнаçтаракан районти центр пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пыракан Н.Иванова ачасене çу кунĕсенче ĕçпе тивĕçтерес майсемпе паллаштарнă. Кăçал 12–16 çулхи 160 ачана ĕçпе тивĕçтерме палăртнă. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсемпе шкулсен администрацийĕсем ачасен ĕç бригадисене йĕркелес тĕлĕшпе килĕшÿсем тума тытăннă.
Ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтусемпе çавăн пекех пушар надзор уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Шакин, Роспотребнадзорăн Чăваш Енри Канаш хула территори управленийĕн пуçлăхĕ В.Егоров, райадминистрацин ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ В.Исаев, полицин районти уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ Б.Борисов тухса калаçнă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика