Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей историйĕн çулне халалласа

17 апреля 2012 г.

5–6 классем хушшинче “Недаром помнит вся Россия” ятлă литература вăййи иртрĕ Тĕмерти вăтам шкулта. Малтанах эпир 1812 çулхи вăрçă вăхăтĕнчи пулăмсемпе паттăрсем çинчен презентаци куртăмăр. Л.Н.Солдатова библиотекарь пире çуркуннехи каникулта М.Ю.Лермонтов произведенийĕсене вулама сĕннĕччĕ. Вулани, пĕлни вăйăра кирлĕ пулчĕ. “Улансемпе” “Драгунсен” командисем сăвă йĕркисене пĕлессипе, кроссворд тупассипе, перессипе ăмăртрĕç. 6-мĕш класра вĕренекен Рустам Юнусов нумай вулать, вăйăра та тĕрĕс хуравсем парса, командăна мала кăларчĕ арçын ача. Диана Большова Бородино çапăçăвĕ çинчен çырнă сăвă йĕркисене аван пĕлет.
“Улансен” команди вăйăра çĕнтерчĕ. Пирĕн класра маттур та ăслă, историне юратакан ачасем вĕреннишĕн питĕ савăнатăп. Истори предметне малашне юратса вĕренме шухăшлатăп.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика