17 апреля 2012 г.
Шăрпăк – тетте мар, ачасен тытмалла мар. Çав пĕчĕк кăна япала тем пысăкăш инкек тума пултарать. Пушарсен тĕп сăлтавĕ – шăрпăк. Çакăн çинчен калаçрĕç Тушкилти вăтам шкулти 2-мĕш класра “Çулăм – пирĕн тус та, тăшман та” темăллă класс сехетĕнче.
1805 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче ăна франци химикĕ шухăшласа кăларнă. Вĕсен çитменлĕхсем нумай пулнă, çавăнпа та лайăхрах та лайăхрах çутатаканнине шухăшласа кăларма тытăннă. Паянхи шăрпăкпа 1855 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче пуçласа Швеци çĕр-шывĕнче усă курма тытăннă.
Ачасем пушар хăрушсăрлăх правилисем çинчен сценка лартса пачĕç. Çак правилăсене пĕлеймен Коля ролĕнче Саша Борисов лайăх вылярĕ. Кольăна шăрпăк тытма юраманни çинчен Ольăпа Костя (Ксения Миронова, Матвей Матвеев) асăрхаттарса пычĕç. Пушарник сăмахĕсене Максим Моряков лайăх вĕреннĕ. Кольăн тĕрлĕ ыйтăвĕсем çине тĕплĕн хуравларĕ вăл. Тилĕпе мулкач (Ксения Осипова тата Михаил Степанов) Кольăна вăрманта хăйне мĕнле тытмаллине вĕрентрĕç. “Тек çулăмпа шÿтлеместĕп”, – терĕ Коля юлашкинчен. Ытти ачасем вара сăвăсем каларĕç. “Эпĕ ку, эпĕ ку тата манăн юлташсем” канса илмелли вăйă интереслĕ пулчĕ.
Унтан ачасем “Çулăм” тата “Хĕлхем” командăсене пайланса, тĕрлĕ ĕçсем туса, пĕр-пĕринпе тупăшрĕç. Тупмалли юмахсем тупасси, ваттисен сăмахĕсене пухасси, сăвă йĕркисене вĕçлесси, сăмахсем хушшинче пушар сÿнтерме пулăшаканнисене шырасси. “Ыйту-хурав” вăйă килĕшрĕ ачасене: ыйтусен хуравне, хуравсен ыйтăвне хăйсен хушшинче хăвăрт шыраса тупмалла иккĕмĕшсен, мăшăрланса тăмалла. Ачасем хăвăртах тупрĕç хăйсен мăшăрĕсене, хăрушсăрлăх правилисене лайăх пĕлни пулăшрĕ вĕсене. Анчах пуринчен маларах Матвей Матвеевпа Ксения Осипова, Костя Николаевпа Миша Степанов пулчĕç. Ăмăртура вара туслăх çĕнтерчĕ, икĕ ушкăнĕ те 8 очко пухрĕ.
Юлашкинчен ачасем хăйсен ÿкерчĕкĕсене хакларĕç. Дима Шараповăн, Ксюша Осипован, Ксюша Миронован ÿкерчĕкĕсем пурне те килĕшрĕç.
Класс сехечĕ пуриншĕн те усăллă иртрĕ. Ачасем кăмăллă юлчĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"