Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Старта тухрĕç

06 апреля 2012 г.

Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ ача садĕнчи “Ангелочки” ушкăна çÿрекенсем эрнипех кĕтрĕç ку куна. Тинех çитрĕ вăл. Кăштах сивĕрех пулин те, дистанци хатĕр йĕлтĕрпе чупма. “Юсавпа техника предприятийĕ старта тухать” ятлă спорт уявĕ йăлана кĕчĕ Тăвай ялĕнче. Ăна кĕтсе илме пурте хатĕрленеççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем йĕлтĕр туянаççĕ, канмалли кунсенче çемйипех старта тухаççĕ, ача садĕнче те пĕчĕккисене йĕлтĕрпе çÿреме хăнăхтараççĕ.
Асăннă уяв сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, ачасемпе çамрăксене спорта ытларах явăçтарас тĕллевпе иртет. Хусканусене çирĕплетсе-аталантарсах пырсан, ачасем хăйсене шанчăклăрах туйма пуçлаççĕ.
Т.Павлова воспитательница ушкăнĕнчи ачасем асăннă уявра пултарулăхне кăтартрĕç. 50 метрлă дистанцие чупса Максим Иванов, Игорь Кириллов, Алексей Сергеев, Максим Лапин, Анастасия Федорова палăрчĕç. Вĕсене пурне те медальсем, Дипломсем, теттесем тата пылак çимĕçсем парса хавхалантарнă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика