03 апреля 2012 г.
Раççейри шкул çулчченхи ачасен тата кĕçĕн классене çÿрекенсен “Эпĕ – тĕпчевçĕ” VIII конкурсĕ иртрĕ Шупашкарта. Тăхăр районти тата пилĕк хулари ачасем пĕр-пĕринпе харпăр хăй савăнăçне пайлама, пĕр шухăш-ĕмĕтлисемпе калаçма пуçтарăнчĕç.
Конкурсăн малтанхи тапхăрне 5–11 çулсенчи 134 тĕпчевçĕ хутшăннă. 16 секци ĕçленĕ. Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ ача садне çÿрекен Игорь Кириллов асăннă уява “Тăпра. Тăпра ÿсен-тăрана ÿсме витĕм кÿни” тĕпчев ĕçĕпе хутшăннă. Вăл хăйĕн ĕçĕ çинчен тĕплĕн каласа панă. “Çут çанталăка тĕпчекен наука. Чĕрĕ çут çанталăк” номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Игоре ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политики министерствин Дипломĕпе медаль тата парне парса хавхалантарнă.
Çавăн пекех Роман Фомин (Тăвайри ача сачĕ), Илья Софронов (Енĕш Нăрвашри ача сачĕ), Максим Аксанов (Тĕмер шкулĕ) 1–3-мĕш вырăнсем йышăннă. Тупăшăва районтан 4 ача хутшăннă. Пурин ĕçне те пысăка хурса хакланă. Ну, маттур та Тăвай енĕн çамрăк тĕпчевçисем!
Источник: "Ял ĕçченĕ"