23 марта 2012 г.
Шупашкарта Чăваш Енри шкул волейбол лигин финалти ăмăртăвĕсем иртрĕç. Унта 4 команда хутшăнчĕ: Муркаш районĕнчи Орининăри, Комсомольски районĕнчи Хирти Мăнтăрти, Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 14-мĕш тата пирĕн районти Тушкилти вăтам шкулсен (ДЮСШ) командисем.
Тушкилсем нихăçан та çакнашкал хавхаланса выляман тăр. Çурма финалта вĕсем муркашсене çăмăллăнах парăнтарчĕç. Финалта хăйсен çулленхи соперникĕпе – çĕнĕ шупашкарсемпе тĕл пулчĕç. Пирĕн çамрăк волейболистсем уйрăм партисенче хула волейболисчĕсенчен 5–6 мечĕк маларах пычĕç пулсан та, пĕлтерĕшлĕ самантсенче йăнăшсем тунипе тĕл пулăва 0:2 шутпа выляса ячĕç. Çавах та 2-мĕш вырăн ялти çамрăк волейболистсемшĕн пысăк çитĕнÿ, вĕсем халиччен 3-мĕш вырăнтан çÿлерех çĕкленсе курман. Вĕсен çитĕнĕвĕнче В.Захаров тренерăн тÿпи пысăк. Ялти çамрăксен миçе ăрăвне вăл вăйă техникипе паллаштарса ăсталăха туптама пулăшман-ши? Ахальтен мар Тушкил çамрăкĕсем – пирĕн тăрăхри чи пултаруллă волейболистсем.
Вĕренекенсен пултарулăхĕшĕн тренерпа пĕрле финалти вăйăсене курнă шкул директорĕ С.Орлова та чунтан савăнчĕ. Чăннипех маттур В.Захаров тренерпа унăн воспитанникĕсем.
Сăн ÿкерчĕкре: ДЮСШ волейболисчĕсем кĕмĕл медаль тата уйрăм волейболистсем ăсталăхшăн асăнмалăх кубоксем çĕнсе илнĕ хыççăн В.Захаров тренерпа, ЧР спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕпе С.В.Мельниковпа, Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Ю.М.Кисловпа тата шкул директорĕпе С.П.Орловапа пĕрле.
Источник: "Ял ĕçченĕ"