Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Игорь Кириллов – республика чемпионĕ

17 марта 2012 г.

Мартăн 9–11-мĕшĕсенче ДЮСШсенче вĕренекенсем хушшинчи йĕлтĕрпе чупассипе республикăри ăмăртусем пулчĕç. Классикăра тата ирĕклĕ майпа тупăшрĕç йĕлтĕрçĕсем.

Элпуçсемпе тăрмăшсем хÿтĕлерĕç район чысне. Аслă ÿсĕмри хĕрсем хушшинче Оксана Иванова (Элпуç) 5 километра классикăлла майпа 9-мĕш чупса тухрĕ. Çав дистанцирех Надежда Гавриловапа (Элпуç) Оксана Иванова коньки чуппипе чи пултаруллă 6 йĕлтĕрçĕ шутне кĕчĕç. Вăтам ÿсĕмри йĕлтĕрçĕсем 44-ăн тупăшрĕç. Коньки чуппинче дистанцие (3 км) Валентина Конова (Тăрмăш) 28-мĕш, кĕçĕн ÿсĕмре Валерия Николаева (Тăрмăш) 38-мĕш (53 йĕлтĕрçĕ хушшинче) вĕçлерĕç.

Чи пысăк çитĕнÿ вара – Игорь Кирилловăн (Тăрмăш). Вăл 10 километра классикăпа пĕрремĕш чупса тухса республика чемпионĕ пулса тăчĕ (вăхăчĕ – 30.37). Вăл 2-мĕш вырăн йышăннă Вăрнар йĕлтĕрçинчен 41 çеккунт выляса илчĕ. Алексей Максимов (Элпуç) дистанцие 4-мĕш вĕçлерĕ (32.49).

Çав дистанцирех коньки чуппинче 60 йĕлтĕрçĕ ăмăртрĕ. А.Максимов (28.48), Денис Соркин (28.49, Элпуç) тата И.Кириллов 5–7-мĕш картлашкасем çине тăчĕç.

Вăтам ÿсĕмри ачасем хушшинче Максим Алексеев 78 йĕлтĕрçĕ хушшинче 10-мĕш, Дмитрий Алексеев 33-мĕш (иккĕшĕ те Тăрмăшран), Александр Николаевпа Евгений Максимов (иккĕшĕ те Элпуç шкулĕнчен) 35-мĕшпе 38-мĕш вăхăт кăтартрĕç. Кĕçĕн ÿсĕмре 99 йĕлтĕрçĕ хушшинче Даниил Данилов (Тăрмăш) 32-мĕш пулчĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика