Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсĕмсем куçкĕрет

07 марта 2012 г.

Енĕш Нăрваш çамрăкĕсем чăваш наци кĕрешĕвне тата ирĕклĕ майпа кĕрешессине хутшăнса кĕске хушăрах пысăк ÿсĕмсем турĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Ю.Васильевăн тата “Кĕрешÿ” федерацин вице-президенчĕн А.Ивановăн (вăл Нăрвашра çуралса ÿснĕ) пуçарăвĕпе иртнĕ çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен шкулта наци кĕрешĕвĕн секцине йĕркеленĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çамрăк спортсменсене пурлăхпа техника тĕлĕшĕнчен пулăшса пыма тăрăшать. Хăй те спортпа интересленекенскер çамрăксен нушине лайăх ăнланать.
Пирвайхи ăнăçу командăна Аслă Елчĕкре килнĕ, унта вăл 3-мĕш вырăншăн кубок çĕнсе илнĕ. Çĕнĕ çул хыççăн Нăрваш кĕрешÿçисене Чăваш Ен командин йышне чĕнме пуçларĕç. Февралĕн 10-мĕшĕнче Тутарстанри Городище салинче наци кĕрешĕвĕпе Н.Ф.Угаслов парнисемшĕн регионсем хушшинчи V турнир пулчĕ. Чăваш Ен команди 2-мĕш вырăн йышăнчĕ, Ульяновскпа Самара облаçĕсен командисене хыçа хăварма пултарчĕ. Чăваш Ен командин чысне Нăрваш шкулĕнчен Константин Станюков, Василий Данилов, Николай Гурьев тата Роман Лукин çамрăк кĕрешÿçĕсем хÿтĕлерĕç. Турнира пурĕ 182 кĕрешÿçĕ хутшăннă.
Февралĕн 19-мĕшĕнче наци кĕрешĕвĕпе Вăрнарта В.Н.Никифоров парнисемшĕн республикăри турнир пулчĕ. Тăвай районĕн чысне хÿтĕлесе 7 команда хушшинче нăрвашсем 3-мĕш картлашка çине çĕкленчĕç. В.Данилов 1-мĕш, К.Николаев 2-мĕш, Н.Гурьевпа К.Иванов 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç. Р.Лукин, Г.Зеленовпа М.Федоров – 5–7 вырăнсенче.
Кĕрешÿçĕсем умĕнче пĕр йывăрлăх пур, хальлĕхе вĕсен тренер çук. “Наци кĕрешĕвĕ” федерацин вице-президенчĕ А.Иванов тренировкăсене тăтăш килме тăрăшать-ха, çитĕнÿсенче унăн тÿпи те пысăк, анчах çамрăксемпе куллен ĕçлекен тренер пулсан лайăхрах вĕт-ха. Хальлĕхе ку тивĕçе физкультура вĕрентекен В.Владимиров туса пырать, вăлах çамрăксене кĕрешÿ тактикине вĕрентет. Тулĕк ăна уншăн шалу памаççĕ. Çамрăк кĕрешÿçĕсене, ăнăçусем палăра пуçласан, Юрий Егорович тренер штатне уйăрса пама шантарнăччĕ. Вăл ачасене кирлех.
Мартăн 2-мĕшĕнче Енĕш Нăрвашра наци кĕрешĕвĕпе А.Иванов парнисемшĕн республикăри ăмăртусем пулнă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика