28 февраля 2012 г.
“Тĕрĕслĕх – Раççейĕн социаллă политики” статйинче В.В.Путин премьер çынсен ырлăхĕпе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ ыйтусене хускатнă. Çав шутра – ачасене воспитани пама пулăшакан ятарлă программăсем, виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачашăн паракан пособи, ача сачĕсен строительстви тата ыт.те. Эпир хамăр ачасен пуласлăхĕ телейлĕ, тăнăçлă пулассишĕн пĕтĕм вăй-хала паратпăр. Эпĕ ĕçлекен Чутей шкулĕн коллективĕнче ĕçлекенсем те çамрăк ăрăва воспитани, пĕлÿ парас ĕçе чун туртăмĕпе туса пыраççĕ. Шкул çулне çитмен ачасем валли ялта садик çукки (вăл хупăнса ларни вунă çул та ытла пулĕ) пăшăрхантарать, паллах. Çавăнпа шкулта 5–6 çулхи ачасем валли кĕске вăхăтлăх ушкăн уçнине ашшĕ-амăшĕ ырласа йышăнчĕ. Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ А.Гурина ертсе пынипе шăпăрлансем нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнчен “ĕçе” пуçăнчĕç. Эрнере пилĕк кун виçшер сехет вĕренеççĕ вĕсем шкулта. Пурĕ 11-ĕн, виççĕшĕ – Çĕнĕ Ишпуçĕнчен, ыттисем – Чутейрен (3 арçын ачапа 8 хĕрача). Уйрăм пÿлĕм панă, вĕри апат çитереççĕ пулас пĕрремĕш классене. Халь-халь çуначĕсене сарса вĕçсе каяс пек савăнăçлăскерсем виçĕ эрне хушшинче тĕрлĕ ĕç тума вĕренчĕç, пĕр-пĕринпе туслашрĕç. Хамăн кĕçĕнни те ирех тăрса шкула кайма хатĕрленет. Ашшĕ-амăшĕ вĕрентекене пулăшса пыма яланах хатĕр.
“Пĕчĕккĕн пĕлÿ тĕнчин асамлăхне алла илетпĕр. Мĕн тери аван пĕчĕкскерсемпе ĕçлеме, – тет Алена Васильевна. –Сасăпа вулаççĕ, сăвăсем калаççĕ, ташлаççĕ, юрлаççĕ, ÿкерчĕксем тăваççĕ”.
Источник: "Ял ĕçченĕ"