Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен командинче

28 февраля 2012 г.

1995–1996 çулсенче çуралнă яшсем хушшинче самбо кĕрешĕвĕпе республикăри ăмăртусем иртрĕç. Тăвай районĕн чысне Тăрмăшри вăтам шкул самбисчĕсем хÿтĕлерĕç.
Хăш-пĕрисем çулпа ыттисенчен 2 çул çамрăкрах пулин те хăйсене япăх мар енчен кăтартрĕç. Кама та пулин çĕнтермесĕр кавир çинчен никам та тухмарĕ. Чи çăмăл виçере Геннадий Ялугин темиçе спортсмена çĕнтернĕ хыççăн финалистран çухату тÿсрĕ, 7–8 вырăнсене пайларĕ. 50 килограмран йывăр мар кĕрешÿçĕсен виçинче Дмитрий Васильевпа республикăри ăмăртусен призерĕ Константин Станюков ăмăртмаллаччĕ. Анчах тренировкăсен вăхăтĕнче пуç пÿрнине сиктернĕ пирки юлашкин кĕрешÿрен тухма лекрĕ. Д.Васильев аван тупăшрĕ, çавах та финала çитеймерĕ. Пĕрремĕш хут ăмăрту кавирĕ çине тухнă Михаил Григорьев та çухалса каймарĕ. Командăри чи çÿллĕ те йывăр Андрей Журавлева çăмăл пулмарĕ, çитменнине хирĕç кĕрешекенсем унран çулпа аслăрахчĕ.
Пуринчен те ăнăçлăрах пĕр тăван Семенпа Сергей Семеновсем кĕрешрĕç (60 кг-лă виçере). Виçшер çĕнтерÿ тунă хыççăн вĕсен тĕнчери ăмăртусенче мала тухнă спортсменсенчен çухатусем тÿсме тиврĕ. Анчах вĕсем пуçсене усмарĕç тата тепĕр виçĕ хут çĕнтерсе 3-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕç. Вĕсене Атăл çи регионĕнчи ăмăртусене хутшăнма хатĕрлес шутпа Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин йышне кĕртрĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика