Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунашкал йышлă уяв Тăвайра пулманччĕ-ха

14 февраля 2012 г.

Февралĕн 12-мĕшĕнче Тăвайра “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ–2012” чупăвăн районти тапхăрĕ иртрĕ.
Йĕлтĕрçĕсен çавăн пек массăллă ăмăртăвĕсем иртнине районта астумаççĕ, пулман та тăр. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн территорине çĕршер çын пухăннă. Вăл сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансен чăн-чăн уявĕ пулса тăчĕ. 30 градуслă сивĕ те çынсемшĕн чăрмав пулмарĕ. Ялсенчен тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсем, шкулсенче вĕренекенсем автобуссемпе, çăмăл машинăсемпе ушкăнăн-ушкăнăн килсе çитрĕç, район центрĕнчен те йышлăн тухрĕç. Йĕри-тавра хаваслă сăн-питлĕ çынсем, суту-илÿ, музыка...
Пухăннисене район пуçлăхĕ Т.Шакшина, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев, ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ А.Яковлев йĕлтĕр уявĕпе ăшшăн саламларĕç, сывă пурнăç йĕркине, спорт стильне суйласа илсе йĕлтĕр йĕрĕ çине тухнăшăн тав туса ăнăçусем сунчĕç. Ăмăртусене хутшăнакансен ячĕпе педагогика ĕçĕн ветеранĕ Б.В.Мурзин (Мучар) сăмах каларĕ.
Ăмăртусене кăнтăрла, “сивĕ ури хуçăлсан” тин, пуçларĕç. Акă, шкул ачисем массăллăн старта тухаççĕ. Вĕренекенсем хушшинче Денис Соркин, Евгений Васильев, Евгений Максимов, Надежда Гаврилова (пурте Элпуç шкулĕнчен), Валентина Конова (Тăрмăш шкулĕ), Анжела Никифорова (Элпуç) малтисем пулчĕç. Элпуçсем ытти ÿсĕм ушкăнĕсенче те палăрчĕç. 18–39 çулхи арçынсенчен Денис Иварбеев, хĕрсемпе хĕрарăмсенчен Алина Никифорова финиша пĕрремĕш çитрĕç. 40 çултан аслă йĕлтĕрçĕсем хушшинче Владимир Лукинпа Нина Максимована (иккĕшĕ те Тăрмăш ял тăрăхĕнчен) çитекенсем пулмарĕç. Финишалла VIP-чупăва хутшăнакансем – район, администраци тытăмĕсен, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем çывхарса килеççĕ. Дистанци те халичченхи пек уя тухса çаврăнмарĕ, спорткомплексăн шал енĕпе иртрĕ.
Çак кун спорт кăтартăвĕ мар, çынсем, сывă пурнăç йĕркине мала хурса, пĕр шухăшлăн йĕлтĕр йĕрĕ çине тăни чăннипех пĕлтерĕшлĕ пулни курăнчĕ. Спортпа туслашсан, результатсем те пулаççех.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика