10 февраля 2012 г.
Кăçал Шупашкарти аслă шкулсен работникĕсем Тăвай енри выпускниксемпе тĕл пулма нарăс уйăхĕн саккăрмĕшĕнче килчĕç. Шăпах Раççей наукин кунне паллă тунă кун.
–Республикăри университетсемпе институтсен тата ял хуçалăх академийĕн ертÿçисемпе преподавателĕсене профессиллĕ уявпа саламлатпăр, наука ĕçĕнче тата пысăкрах ÿсĕмсем сунатпăр, – çакнашкал ăшă сăмахсемпе пуçларĕ тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев.
Районта пурăнакансен, шкулсен çитĕнĕвĕсемпе, çĕнĕлĕхĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ унтан вăл.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорне Всеволод Георгиевич Агакова тимлĕ итлерĕç çамрăксем. Асăннă аслă шкул республика пурнăçне тĕреклетес тĕлĕшпе, наукăра чăннипех те сулмаклă утăмсем туни пирки пĕлтĕмĕр экран çинчи кадрсенчен тата хисеплĕ хăна калаçăвĕнчен.
И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче те каччăсемпе хĕрсем чылайăн вĕренеççĕ. Тăвай енрен те пур паллах. 2011 çулхи майăн 19-мĕшĕнченпе пирĕн районти Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралса ÿснĕ Борис Гурьевич Миронов йĕркелесе пыма пуçланă кунти ĕçсене. Малтан проректор пулнă вăл, физикăпа математика вĕрентнĕ университетра. Хăйсен вĕрентÿ заведенийĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ Г.Миронов ректор.
“Юриспруденци”, “экономика”, “менеджмент”, “государственное и муниципальное управление”, “торговое дело”, “товароведение”, “прикладная информатика”, “технология продукции и организация общественного питания”, “управление качеством” специальноçсемпе пĕлÿ параççĕ Раççейри коопераци университечĕн Шупашкарти кооператив институтĕнче. Çулсеренех пысăк ÿсĕмсем тăвать ку коллектив та, тăван çĕр-шыв валли çирĕп пĕлÿллĕ, анлă тавракурăмлă специалистсем хатĕрлес енĕпе чылай тăрăшать. “Технологи, право тата экономика тĕлĕшпе пирĕн институтра пахалăхлă, тарăн пĕлÿ параççĕ. Эсир наукăра та, бизнесра та, ытти сферăра та хăвăра лайăх енчен кăна кăтартма пултаратăр диплом илнĕ хыççăн”, – терĕ Валерий Витальевич Андреев ректор. Кооператив институчĕн кинокадрĕсемпе кăмăлласах паллашрĕç çамрăксем.
Юлашкинчен Шупашкарти ял хуçалăх академийĕн йышăну комиссийĕн секретарĕ Сергей Николаевич Мардарьев сăмах илчĕ. Институт (1995 çултанпа академии) ял хуçалăхĕ валли аслă пĕлÿллĕ специалистсем хатĕрлеме пуçланăранпа пĕлтĕр 80 çул çитнĕ. Унта пурĕ 4500 яхăн студент шутланать, çав шутран куçăн майпа – 2507 çамрăк, вĕсенчен 1654-шĕ вара тÿлевсĕр вĕренет. Каччăсемпе, хĕрсемпе 300 преподаватель ĕçлет. Наука докторĕсем, профессорсем, наука кандидачĕсем те пур вĕсем хушшинче. Академи коллективне Николай Кириллович Кириллов ректор ертсе пырать.
Аслă шкулсен представителĕсем çакăн хыççăн залра ларакансен чылай ыйтăвне хуравларĕç, уçă алăксен кунне пырса курма йыхравларĕç, пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем тытассипе тĕрлĕ сĕнÿсем пачĕç.
Пирĕн район Чăваш патшалăх тата педагогика университечĕсемпе иртнĕ çул Килĕшÿ тунă. Хальхинче ял хуçалăх академийĕпе кооператив институчĕн представителĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ алă пуснă, пичет çапнă ятарлă документсене пĕр-пĕринпе улăштарчĕç.
Пухăва пирĕн районта çуралса ÿснĕ, халĕ республикăри аслă шкулсенче вĕренекен студентсем те килнĕ. Тăвайри культурăпа кану центрĕн сцени çинче хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç вĕсем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"