07 февраля 2012 г.
Юлашки вăхăтра районти шкулсенче волонтерсен юхăмĕ вăй илсе пыни сисĕнет.
Элпуçĕнчи вăтам шкулта та “Ырă чĕресем” ятпа волонтерсен команди ĕçлет. Унта 8-мĕш класра вĕренекенсем кĕреççĕ. Пурне те хавхалантарса ĕçлеттерекенĕ – Анжела Никифорова. Çав тери пуçаруллă, ĕçчен те тарават хĕр ача. “Ырă чĕреллисем” – яланах ыттисемшĕн тĕслĕх. Вĕсем çĕнни патне ăнтăлаççĕ, панă сăмаха пурнăçлаççĕ, волонтер ятне çÿлте тытаççĕ. Саккăрмĕшсем тĕрлĕ ĕçсене хутшăнаççĕ: ватăсене пулăшаççĕ, ялти палăксем тавра типтерлесе тăраççĕ, çут çанталăка сыхлас тесе тимлеççĕ. Ыттисене сывă пурнăç йĕркисене пăхăнма вĕрентеççĕ. Вĕренÿре ĕлкĕрейменнисене пулăшу пама хатĕр, йĕркене пăсма хăтланакансенчен çирĕп ыйтаççĕ, çакнашкаллисене ырă ĕçсем тума хутшăнтараççĕ, спортпа çывăхрах пулма тимлеççĕ.
Халĕ волонтерсем тăрăшсах ял халăхĕ умне пысăк концерт программипе тухма хатĕрленеççĕ. Уроксем хыççăн тĕрлĕрен юрă-ташă вĕренеççĕ. Чи активлисене ятранах асăнса хăварас килет: Анжела Никифорова, Настя Семенова, Инесса Петрова, Рома Андреев, Константин Константинов, Вадим Воеводов, Людмила Николаева, Марина Павлова, Елена Иварбеева, Оля Иванова, Валя Шабалина.
Источник: "Ял ĕçченĕ"