03 февраля 2012 г.
Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнче оборонăпа массăллă спорт уйăхлăхĕ пырать. Ăна халалласа тĕрлĕ мероприятисем, конкурссем, вăйăсем, ăмăртусем пулаççĕ.
Çак кунсенче хамăр шкултан вĕренсе тухнă Николай Ивановпа тĕл пулу иртрĕ. Вăл ятарлă вăйсен çарĕнче çулталăк службăра пулнă хыççăн, тăван яла отпуска килнĕ. Каннă хыççăн тепĕр икĕ çул контракт йĕркипе унта юлма кăмăл тунă. Тĕл пулăва нумайăн пуçтарăнчĕç. Николай шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслăччĕ. Çуран, йĕлтĕрпе чупассипе нумай хутчен район чемпионĕ пулнă. 11 класс пĕтерсен Канашри педагогика колледжне физкультура уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Унта çур çул вĕреннĕ хыççăн каччăна салтака илнĕ, Новочеркасск хулине спецназовецсем хатĕрлекен полка янă. Спортпа туслă пулни ăна йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшать. Шкула вăл çар тумĕпе килнĕ. Пуçĕнче хальлĕхе симĕс берет. Хĕрлĕ берета чи маттуррисене, чи çирĕпписене параççĕ. “Мĕн пур йывăрлăха çĕнтерсе пырса эпĕ ăна тивĕçлĕ пулма тăрăшăп”, – терĕ вăл çирĕппĕн. Эх, мĕнле кăмăллă ун çине пăхма! Кĕлеткипе кĕрнекленнĕ, хитреленнĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнать.
Вăл çар пурнăçĕ пирки интереслĕ каласа пачĕ, кинофильм кăтартрĕ. Пурте тимлĕ итлесе ларчĕç. Юлашкинчен вĕренекенсене лайăх вĕренме, çирĕп сывлăх сунчĕ. “Хĕсметре ытларах спортпа туслă пулни, чăтăмлăх, вăй-хăват кирлĕ. Çавăнпа та эпĕ шкулти учительсене, уйрăмах физкультурăпа вĕрентнĕ П.И. Романовпа С.П.Кириллова хама çакăн пек çирĕп чунлă пулма, йывăрлăха парăнтарма хăнăхтарнăшăн тав сăмахĕ каласшăн”, – вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Н.Иванов.
Источник: "Ял ĕçченĕ"