27 января 2012 г.
Йăнтăрчăри вăтам шкулта студентсен кунне уявларĕç. Ăна телевизорпа ирттерекен “Форд–Боярд” вăйă конкурс евĕрлĕ йĕркелерĕç. Ку мероприятие директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ О.А.Кириллова ăста, интереслĕ ертсе пычĕ. Пулас студентсен, 11-мĕш классен команди пултарулăхне кăтартрĕ.
Вăйă темиçе пайран тăчĕ. Малтан япони юмахне выляса кăтартмалла пулчĕ. Ачасем юмаха ăста калăпларĕç.
Иккĕмĕш пайра 11-мĕшсем студентсен пурнăçĕпе пурăнса пăхрĕç. Пĕр-пĕринпе туслашма, апат хăвăрт çиме, спорта юратма вĕренчĕç ачасем.
Виççĕмĕш пайĕнче вĕренекенсен тавçăрулăхне тĕрĕслерĕç.
Уява хатĕрленме Н.Г.Кузьмина класс ертÿçи пулăшнă. Вăл хавхалантарса пынипе вăйă хаваслă та интереслĕ иртрĕ.
Юлашкинчен Оксана Алексеевна пире экзаменсенче ăнăçу сунчĕ.
Пире, 11 классене, вăйă питĕ килĕшрĕ. Студент пулас вăхăта чăтăмсăррăн кĕтетпĕр эпир.
Источник: "Ял ĕçченĕ"